Ответить Создать тему

Чунçӳрев-2011 çула йыхравлать! , Дагестана каймалли йыхрав

ned
post Jun 9 2011, 16:11
Отправлено #1


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Цитата
Чунçӳрев-2011 çула йыхравлать!
■ Admin (30.05.2011 23:05) :: 137 хут пăхнă
■ Чунçӳрев, Чĕмпĕр, Пенза облаçĕ, Çăрттанлă

Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни çул Атăлçи Пăлхар тăрăхне çула тухать. Кăçал та ку йăлана пăрахасшăн мар. Маршручĕ çеç урăхларах пулĕ — Кавказа çул выртĕ. Тĕллевĕ, яланхи пекех ĕнтĕ, хамăр тымарсене тĕпчесси. Тем тесен те чăвашăн чылай йăла-йĕрки Кавказпа çыхăннă. Асамат халапнех илес.

Дагестанри халăх (пирĕн мăн асаттесем унта пурăннă) чăвашсене хапăл туса йышăнма хатĕр. Хăнасене кĕтсе илекенсен хушшинче — Нухай халăх конгресĕ тата Дагестан Республикин çамрăксен политикин комитечĕ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуçланă нумай пулмасть çитнĕ çырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество.»

Чăвашсем Дагестана çитсе Сементер, Варачан, авалхи Сăвар, Беленджер хулисемпе паллашасшăн, асăнмалăх ик-виç юпа лартса хăварасшăн. Паллах, концертсемсĕр тата тĕлпулусемсĕр ку туслă çыхăну иртмĕ — вĕсем те пулĕç. Ку çулçӳревĕн тепĕр пысăк пĕлтерĕшĕ те пур — хальччен Кавказ тăрахне чăвашран ятарласа пысăк делегаципе никам та кайман, пулман та.

Чунçӳрев-2011 утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçланĕ — автобуспа Шупашкартан тухса Чĕмпĕрпе Сызрань хулисене хыçа хăварса Пенза облаçне çитĕç, Çăрттанлă (облаçĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă) ялта çĕр каçĕç. Иккĕмĕш кунне Сарăту, Аçтăрхан хулисем урлă иртсе Махачкалана çитмелле. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш кунĕсенче Дагестанра ирттермелле — маларах асăннă хула вырăнĕсене çитсе курмалла, юпа лартмалла, концерт памалла. Пиллĕкмĕшпе улттăмĕш кунĕсем — Шупашкара таврăнмалли. Çапла май утăн 10-мĕшĕ тĕлне каялла таврăнма палăртнă. Чăваш ялĕсенче 2 концерт кăтартма палăртнă. Пĕрремĕшĕ — малтанхи кунах, Çăрттанлă ялта, иккĕмĕшне — таврăннă май Сарăту облаçĕнчи пĕр ялта (хальлĕхе паллă мар-ха).

Кайма шутлисем Чунçӳрев-2011 сайтĕнче çырăнма пултараççĕ. Сăмах май каласан, эсир унтах çулçӳреве мĕн илмелли, вăл мĕнле иртни çинчен пĕлме пултаратăр. Пĕлтĕрхи чунçӳревре çырса пынă кун кĕнекипе те паллашма кăсăклă.

Çул хакĕ, сирĕншĕн кăсăклă пулсан, 3 000-4 000 тенке ларĕ тесе шутлаççĕ. Мĕн хака ларасси çула миçен тухнинчен килет. Автобус тăп тулли пухăнсан — йӳнĕрех, çурри кăна пулсан — самай хаклăрах. Студентсен çуррине çеç тӳллеме тивĕ.
http://chuvash.org/news/1534.html
Çак номерпа 89276679323 кăсăклантаракан ыйтусене пĕлме пултаратăр. Хакĕ 4 пине яхăн кайса ларать терĕç.
Тĕплĕнрех кунта http://bulgar.chuvash.org çырса кăтартнă.
хк. хам та каясшăн-ха

Сообщение отредактировал ned - Jun 9 2011, 16:44
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Jun 21 2011, 14:15
Отправлено #2


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



шел пулин те ĕç пирки манăн каясси пулаймасть
кам та пулин каять-и?
Profile CardPM
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения