Ответить Создать тему

Чăваш радио илтес килмест , "интервьюсем" эфирта чухне

jan
post May 4 2007, 07:41 
Отправлено #1


буду

Сообщений: 19 869



Ирсерен радио килте ĕçлет те, ирĕксĕр итлеме лекет. Хăш-пер передачисене савăнса итлетĕн, калаçни-юрланисем пите чипер. Анчах интервьюсем эфира кăларнă чухне вара хăлха пĕтĕрĕнме пуçлать. Текстĕсене хут çинчен вулани куçпа пăхмасăрах курăнать. Шкулти учебниксенчен çырса илнĕ тулли предложенисем, вулакан интонацийĕсем... Чĕрĕ мар чĕлхе, калаçу. Питĕ килĕшмест.
Çав вăхăтрах хăш чухне пĕр-пĕр колхоз директорне микрофон параççĕ те — акă чăн чăваш чĕлхи! Хăш-пĕр сăмахĕсене вырăсла каласан та, çавах чĕрĕ чăваш чĕлхи!
Вăт çапла… smile.gif

--------------------
Нет, не вирусолог. И даже не политолог.
Profile CardPM
  0/0  
NikR
post May 4 2007, 07:54 
Отправлено #2


Активный

Сообщений: 11 100



Пур ун пек япала. Мĕн тăвайан ĕнтĕ.
Майĕпен манса пыратпăр эпир тăван чĕлхене.
Санпа тĕл пулсан та ирĕксĕрех вырăс чĕлхи çине куçма тиврĕ.
Терминсем, понятисем... Техника çинчен калаçма пуçласан вара унта сăмахсен 60 проценчĕ вырăсла, унпек калаçма пултараймас эп. Çавăнпа вырăсла калаçатăп.
Чăваш чĕлхи халĕ вырăсла каласан "бытовой язык" пулса юлать пирĕн. sad.gif

--------------------
Здесь могла бы быть моя подпись
Profile CardPM
  0/0  
NikR
post May 4 2007, 08:01 
Отправлено #3


Активный

Сообщений: 11 100



Радио анчах мар, хаçат вуланă чухне те вăрăм предложенисене вуласа тухма кансĕр. Вуласа тухма пулать ха, тулĕк вĕçне çитнĕ çĕре вуçех пăтранса каятăн. Тепĕр икĕ хут вуласа тухмасăр ăнланаймастăн.

--------------------
Здесь могла бы быть моя подпись
Profile CardPM
  0/0  
ned
post May 4 2007, 12:21 
Отправлено #4


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Кăшт йывăртарах çав тепĕр чух терминсемпе, тен хăш-пĕрне чăвашла куçармасан та юрĕччĕ, вырăс чĕлхисенче веçех куçармаççĕ вĕт терминсене, çавăн пекех хăвараççĕ. Тата хамăр та вырăсланса пыратпăр пуль, чăвашла телевидени çукпа пĕрех тесен те юрать, чăвашла юрăлла радиостанци те çук, халăх вара вĕсене нумайрах итлет те пăхать. Чĕлхене кун пек чух аталантарма питĕ йывăр.
Profile CardPM
  0/0  
NikR
post May 4 2007, 15:42 
Отправлено #5


Активный

Сообщений: 11 100



Цитата(ned)
чăвашла юрăлла радиостанци те çук

Хальхи чăваш эстрада юррисене итлесен ăнланаймастăнта мĕн çинчен юраççĕ.
Виçĕ сăмахĕнчен иккĕшĕнче ударени тĕрĕс мар вырăнта ларать.
Вырăсла юрăсен кĕввисене илеççĕ те чăвашла сăмахсем çипăçтарса хураççĕ.

--------------------
Здесь могла бы быть моя подпись
Profile CardPM
  0/0  
jan
post May 4 2007, 15:52 
Отправлено #6


буду

Сообщений: 19 869



Эпĕ терминсем пирки мар, интонаци çинчен калатăп. Текстĕсене хут çинче çырнă та вулаççĕ. Предложенийĕсем — учебникрен, вăрăм, ытлашши, кирлĕ мар сăмахсем нумай: "Эпĕ Павел Соколов ятлă. (пауза) Эпĕ 7-мĕш классра вĕренетĕп. (пауза) Манăн учительница Ирина Петровна ятлă. (пауза) Вăл питĕ маттур учительница... (пауза)" Вăт çапла евĕрлĕ...

--------------------
Нет, не вирусолог. И даже не политолог.
Profile CardPM
  0/0  
Nikuda
post May 4 2007, 19:21 
Отправлено #7


Активный

Сообщений: 6 472
Из: Мускав хули



Ăраскал передачăна ниепле хальхи передачăсем çитейместь sad.gif

--------------------
Profile CardPM
  0/0  
NikR
post May 6 2007, 16:15 
Отправлено #8


Активный

Сообщений: 11 100



Цитата(jan)
Вăт çапла евĕрлĕ...

biggrin.gif Çăмăл тетĕн пуль радио çинче калаçма.
Эпĕ пĕр икĕ хутчен район çĕнĕ хыпарĕсене телофонпа вуласа парса пăхрăм та, кирлĕ мар текех. huh.gif
Вулама вырăсла вуланăччĕ ĕнтĕ. Уйрăмлăх çук унта.
Радио ĕçченĕсене те ăнланма пулать.
Е вĕсен пĕр вунă дубль (ытларах мар пулсан) тумалла, тата кайран редакцилемелле. Е хут çинчен вулаттармалла.
Килĕшеп ĕнтĕ хут çинчен вуласа парсан калаçу илемлĕхĕ çухалать.

Сообщение отредактировал NikR - May 6 2007, 16:16

--------------------
Здесь могла бы быть моя подпись
Profile CardPM
  0/0  
vasil
post May 13 2007, 17:32 
Отправлено #9


Unregistered





Тĕрĕс калатăр юлташсем.
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения