/?act=Post&CODE=02&f=73&t=85950 Создать тему

Театральные новинки , Людей живущих не в Чувашии интересует

Сканер
post Apr 11 2010, 12:20
Отправлено #1


Активный



Сообщений: 1 160



2010 çулăн çу уйăхĕнче чăваш халăхĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă тăвĕ. Çак паллă пулăма халалласа Литература музейĕ тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче музейĕн залĕнче «Нарспи» драмăпа оперăра тĕп рольсене вылянă артистсем Художество училищинче тата Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Нарспи» драмăна пурĕ çичĕ хут лартнă (1922, 1940, 1944, 1948, 1959, 1979, 1989-мĕш çулсенче). Ăна 1979-мĕш çултан пуçласа 1989-мĕш çулччен сцена çинче пĕр чарăнмасăр 10 çул халăх умне кăларнă.

Тĕрлĕ çулсенче Нарспи рольне Ольга Ырзем, Вера Кузьмина, Валентина Иванова, Нина Григорьева, Светлана Михайлова, Таисия Ерусланова, Рона Ананьева, Анфиса Долгова калăпланă. Вĕсем пирки «Нарспи» поэма К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче» сăн ÿкерчĕксен куравĕпа паллашсан та пĕлме пулать. Тĕл пулура РСФСР халăх артисчĕсем – Вера Кузьминапа Нина Григорьева – сцена çинче Нарспи ролĕнче выляма хатĕрленнĕ вăхăтра мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулма килни пирки каласа пачĕç.

1967-мĕш çулта чÿкĕн 6-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕн артисчĕсем пĕрремĕш хут «Нарспи» опера лартнă. Тĕп роле выляма Тамара Чумаковăна шаннă. Каярахпа чăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарне халăх патне çитерме Валентина Смирновăна тÿр килнĕ. Вăл студентсене «Нарспи» оперăра пĕр арие юрласа савăнтарчĕ.

Пухăннă хăнасем умне нумай хут Сетнер рольне вылянă халах артисчĕ Владимир Смирнов та тухса калаçрĕ.

Шупашкарти 56-мĕш шкулта вĕренекен ачасем К.В. Ивановăн произведенийĕсен сыпăкĕсене тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕç: Елена Пермякова – якутла, Наталия Моисеева – украинла, Наталия Львова – эсперанто чĕлхипе, Ксения Тачкова – нимĕçле.

Литература музейне килнĕ кашни çынах тулли кăмăлпа тухса кайрĕ.ç.
Profile CardPM
  0/0  
/index.php?act=Post&CODE=02&f=73&t=85950&qpid=4990229Наверх

/?act=Post&CODE=02&f=73&t=85950Topic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения