Ответить Создать тему

Сăпка юррисем , кам пĕлет?

eezjum
post Jun 18 2010, 11:28 
Отправлено #1


Активный

Сообщений: 1 069



Ывăла сăпка юррисем юрласа çывăрттарасшан, анчах пĕрне те пĕлметсĕп.
Profile CardPM
  0/0  
Елена К.
post Jun 18 2010, 11:36 
Отправлено #2


замужняя

Сообщений: 15 730
Из: СЗР



Эпĕ те хавас пулатăп, енчен те юрă текстне кунта кăтартсан, ман та хĕр пĕрчипе ывăл ÿсеççĕ.
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Jun 18 2010, 15:40 
Отправлено #3


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



хăвăр шутласа кăларсан кăна, эп хам çавăн пек тăваттăмччĕ smile.gif

Profile CardPM
  0/0  
Aalman
post Jun 19 2010, 22:14 
Отправлено #4


Завсегдатай

Сообщений: 593



Сăпка юрри
Петĕр Хусанкай | Сăвă | 1948
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Ашă çумăр чаш та чаш,
Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,
Çӳлерен çӳле кармаш.
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тăшманпа ан пул йăваш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Чăн çултан эс ан аташ.
Çывăр, Аптраман тавраш!
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Jun 20 2010, 09:54 
Отправлено #5


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Цитата(Aalman @ Jun 19 2010, 22:14)

ээх, унччен пелмен çав эп çак юрăсене, атту пулсан мĕнле хитре юрласа çывăрттарма пулатчĕ
тепĕр тесен хам та сăвăлакалаттăмччĕ, анчах кун пек хитрех марччĕ çав сăввисем
Profile CardPM
  0/0  
eezjum
post Jun 20 2010, 11:11 
Отправлено #6


Активный

Сообщений: 1 069



Aalman, тавтапуç сире!!!
пепкене халь чăваш юррисемпе çывăрттара пуçлап smile.gif

Сообщение отредактировал eezjum - Jun 20 2010, 11:11
Profile CardPM
  0/0  
Aalman
post Jun 21 2010, 20:41 
Отправлено #7


Завсегдатай

Сообщений: 593



Сăпка юррисен кĕнеке пуххине те курнăччĕ пĕр 15-20 çул каялла. Хамăн ачасене юрласа кăтарнă.

Сообщение отредактировал Aalman - Jun 21 2010, 20:42
Profile CardPM
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения