2 Страницы  1 2 >  
Ответить Создать тему

Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! , чăвашсем, мĕн шутлатăр-ши кун пирки?

ned
post Mar 22 2010, 09:54
Отправлено #1


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Цитата
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.

ЮНЕСКО пĕрлешӳ чăваш чĕлхи вилекен чĕлхесен шутне кĕртни çулталăк çитрĕ пулин те тăван чĕлхемĕре упрас тесе нимĕн йышăннине те туймарăмăр. Хăть ялта, хăть хулара. Ăçтан туяс-ха? Трибуна çинчен сурчăк сирпĕтсе чăвашлăхшăн «тăрăшакан» çынсем халăх умĕнчсен пăрăнсанах вырăс чĕлхипе кăна усă кураççĕ. Пирĕн, чăвашсен тĕлĕнмелле енĕ - виçĕ чăваш пухăнсан вырăсла пуплешни. Те пĕр-пĕрне ăнланмасран хăраççĕ. Чăвашлăхшăн «тăрăшакан» журналистсем те вырăсла çырма меллĕрех, шухăша тарăнрах уçса пама, паянхи куна тивĕçлĕрех çырма май пур тесе хăйсен тавракурăмĕ вăйсăррине, пĕчĕккине пытарма тăрăшаççĕ. Пирĕн кăна пур пуху та, пур конференци те вырăсла иртет!
Халĕ мана хăшĕ-пĕри эпĕ чăваш чĕлхишĕн мĕн кăна тумарăм тесе пӳлме пултарĕ. Чăнласах та мĕн те пулин тăвакансене пӳрне çинче шутласа кăларма пулать. Пĕри – ниме пăхмасăр Чăваш халăх сайтне тытса тăракан Н.Палотников, тепри вара чăваш халăхне хăйне хăй кăшт та пулин хисеплеме вĕрентес тесе тăрăшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вĕсен ĕçне курма питĕ йывăр. Çакăн пек çынсем питĕ сахал-çке. Калăр-ха, ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕсем хыççăн миçе лару, миçе статья пичетлерĕç, мĕн чухлĕ шавларĕç, мĕн чухлĕ вăрçăнчĕç, мĕн чухлĕ йышăну турĕç?.. Ĕçĕ вара КУРĂНМАСТЬ!!! Чăнласах чĕлхене упраса хăварас тесе мĕн турăр?!..
Уйăх каялла йăмăк шкултан çиллес кăмăлпа таврăнчĕ. Паян 10-мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш литература урокĕнче учителе чăваш литератури кирлĕ мар, ку вăл ытлашши предмет тесе макăртма пултарнă иккен. Çак ачасемех, 9-мĕш класран вĕренсе тухнă чух экзамен тытма хатĕрленнĕ чух, пĕри те кун пек каламан иккен, пурте çăвар карса вĕрентекене тимлĕн итленĕ. Халĕ вара… Йăмăк та пĕлтĕр чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме каясшăн тăрăшаканскер кăçал урăхларах шухăшлама пуçларĕ: чăваш чĕлхипе те, литературипе те пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ тытма май çук-çке. Вăл килĕштернĕ, юратнă предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирĕксĕрех урăх предмет суйласа илме тивет, урăх предмета мала хурса пĕтĕм вăя çакăнта яма тивет. Пирĕн мĕн чухлĕ ВУЗ, мĕн чухлĕ профессорсемпе наука кандидачĕсем – мĕнĕ шанатăр? МĔНШĔН ЕГЭ материалĕсене хатĕрлеместĕр, мĕншĕн тăван чĕлхерен çамрăксене пистеретĕр? Вырăссемпе тан утма пултараймастăр-и? Е сирĕн, пуçлăхсемпе ăслăхлăх çыннисен, тăван чĕлхене упрама вăй-хăват, ăс-тăн çитеймест? Мĕнле сăлтава пула пирĕн ачисем тăван чĕлхене мансах вырăс чĕлхипе экзамен тытма хатĕрленеççĕ? Ку пĕтĕмĕшле чăваш интелигенцийĕн айăпĕ. (Хăть хулари, хăть ялти интелигенцин ачи-пăчи варăс чĕлхине мала хурать.)
Чăваш чĕлхи учебникĕсем пирки каламастăп та. Ку учебниксене (уйрăмах 6-9-мĕш классенче вĕренмеллисене) тăван чĕлхене юратман çын çырнă пулĕ. МĔН ЧУХЛĔ ТЕОРИ!!! Хăнăхтарусен калăпăшĕ тата… пĕлĕр йăмăка ăнланманнине катартас тесе учебника уçрăм та… нимĕн те ăнланмарăм! Юлашкинчен мачча çинчен хамăр вĕреннĕ кĕнекесене антарма тиврĕ. Кĕскен те ăнланмалла та çырма пулать иккен. Чĕлхен хăш-пĕр уйрамлăхесене аслă шкулсенче парăр. Ачан, ман шутпа, тĕрĕс те илемлĕ калаçма, çырма вĕренмелле. Эсир вара, пур «ăслăскерсем», ку теори материалĕсемпе тăван чĕлхене урăх ан вĕренччĕр, пирĕн урăх кĕнекесем кăларса асапланмалла ан пултăр тесе тăрашатăр пулмалла.
Чăваш телевиденипе радионе те пĕр-ик сăмах калас килет. Сире куракансем тата итлекенсен шучĕ çултан çул нумайлансах пырать пулас? Çамрăк ăру сире ытларах пăхчăр, итлеччĕр тесе нимĕн те тумастăр! Пирĕн вĕрентекен уросенче хăй видиокассета çине çырнă передачăсене кăтартатчĕ. Халĕ уроксенче кун пек кăтарту материалĕсемпе çамрăк вĕрентекенсем усă кураймаççĕ иккен. Вĕсен тĕрлĕ передачăсен, спектакльсемпе фильмсен дискĕсем çук! Вĕрентекен те хăй укçипе 100 тенкĕ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетĕп тет. Учитель кашни ниме тăман дискшăн (60-70 мб) 100 тенкĕ тӳллесен ăçтан укçа çитĕ??? Сирĕн мĕн пек пуян фоно-видиотека! Çак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепĕр çĕр çултан та итлекен, пăхакан пулĕччĕ.
Пĕтетех иккен тăван чĕлхе… Пирĕн укçасăр пĕр утăм та тăвасшăн мар, чапа тухмасăр çӳпĕ те вырăнтан куçарасшăн мар вĕненнĕ халăх пуçлăхра. Манăн ачасем чăвашсемех пулĕç, манăн мăнуксем чăвашсемех юлччăр тесе турра тархаслатăп. Аслă пĕлӳ илмен ялти халăх тăван чĕлхене тепĕр 50 çул хушши упрама пултарĕ-ха, кайран вара... Кайранхине Аслă турă пĕлет.
Шанчăка çухатнă Елена Белова

http://chuvash.org/blogs/comments/958.html

мĕн каламаллине те пĕлмерĕм эп...
Profile CardPM
  0/0  
Ponta
post Apr 16 2010, 19:30
Отправлено #2


Пользователь



Сообщений: 47



Çак статья хыççăн чăнах та шухăша кайрăм. Ялта çуралса ӳсрĕм пулсан та хулара пурăнма пуçланăранпа эпĕ хам ăшра та вырăсла шутлакан пултăм sad.gif Питĕ намăс мана.

Сообщение отредактировал Ponta - Apr 16 2010, 19:30
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Apr 16 2010, 19:35
Отправлено #3


Постоялец



Сообщений: 202



Цитата(Ponta @ Apr 16 2010, 20:30)
Çак статья хыççăн чăнах та шухăша кайрăм. Ялта çуралса ӳсрĕм пулсан та хулара пурăнма пуçланăранпа эпĕ хам ăшра та вырăсла шутлакан пултăм sad.gif Питĕ намăс мана.
*

Эпĕ те çак шухăшсемпе каллех чăвашла сăвăсем çырма тапратрăм. Аппапа килте чăвашла калаçма тăрăшатăп. Вăт çапла.

Сообщение отредактировал Albina - Apr 16 2010, 19:36

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Apr 16 2010, 19:38
Отправлено #4


Постоялец



Сообщений: 202



Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхем,
Сан сассу парать хĕлхем,
Чăваш чĕлхи, анне чĕлхи -
Эсĕ маншăн чи хакли.
Чăваш чĕлхи, чунтан савса,
Пур кăмăлтан та юратса,
Мĕн пур вăйпа, шăла çыртса,
Упраса хăварăпăр сана!
rolleyes.gif

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 17 2010, 19:17
Отправлено #5


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



эп хула хĕрринче пурăнса та хам ывăлпа чăвашла калаçатăп-ха, ыттисемпе те кам чăвашла нланать, чăвашла çеç, вырăсла такки сĕре туртмасть калаçма

Сообщение отредактировал ned - Apr 17 2010, 19:18
Profile CardPM
  0/0  
MIKISH
post Oct 25 2010, 21:14
Отправлено #6


Продвинутый



Сообщений: 133



Цитата
эп хула хĕрринче пурăнса та хам ывăлпа чăвашла калаçатăп-ха

Эпирте Шупашкар варинче пурăнса тăван чĕльхемĕр çинче калаçатпăр ))
Profile CardPM
  0/0  
Наталим
post Oct 26 2010, 21:16
Отправлено #7


Постоялец



Сообщений: 360
Из: центр



Эпир те Шупашкар варринче пурăнса чăвашлах пуплетпĕр. Ача та чăвашла хуравлаять.

Сообщение отредактировал Наталим - Oct 26 2010, 21:17
Profile CardPM
  0/0  
jang
post Oct 3 2011, 20:22
Отправлено #8


Активный



Сообщений: 1 067



Халь таса чăваш чĕлхипе хĕш-пĕр çĕрте сайра калаçаçĕ ытларах хутăшларах (вырăсла-чăвашла сăмахсемпе) калаçнине илтме пулать. Вăл анчах та мар тата хĕш-пĕр чух чăвашпа чăваш та пĕр-пĕринпе вырăсла калаçать. dry.gif
Profile CardPM
  0/0  
Ыран
post Nov 20 2011, 14:35
Отправлено #9


Активный



Сообщений: 1 488



Тутарсенчен вĕренес пулать чĕлхене упрама.
Profile CardPM
  0/0  
jang
post Jan 7 2012, 12:10
Отправлено #10


Активный



Сообщений: 1 067



Çук чăваш чĕлхине пĕтме памалла мар.
Profile CardPM
  0/0  
vuchah
post Jan 13 2012, 12:30
Отправлено #11


Пользователь



Сообщений: 25



Чăваш пĕтсен тĕнче те пĕтет. Тĕнчене пĕтти патнех илсе пырар мар, пулăпăрах ĕнтĕ )
Profile CardPM
  0/0  
Ыран
post Jan 23 2012, 17:16
Отправлено #12


Активный



Сообщений: 1 488



http://regnum.ru/news/fd-volga/chuvashia/1490532.html Полпреда улăштарнă хыççăн ЧНК президентне те улăштарас пулать.
Profile CardPM
  0/0  
Ыран
post Jan 28 2012, 16:17
Отправлено #13


Активный



Сообщений: 1 488



Чăваш чĕльхине мĕншен хулара чарса пыраççĕ?Хулара пурăнакан чăвашсем валли ачисене чăвашла вĕрентме майсем çук па пĕрех.Чĕльхе пĕтет ,халăх чакать тесе каланинчен усси çук.Мĕн тăвас пулать чăвашсем.?:Чиновниксене шанма май çук.Чăваш халăх пирки шутламан вĕсем,шутлас та çук.Хамара хамăр кăна шанас пулать.Мĕн тумалла?Чельхене пĕчĕкрен вĕрентес пулать ачасене,уйрăмах хулара.Çавăнпа пирĕн хуласенче чăвашла садиксем ÿçтарма хыттăн ыйтас пулать халăх "тарçисенчен".Чăвашла шкулсен шучĕ те те хулара мĕн чухлĕ чăваш пурăннинчен кильмелле.Енчен те хулара çитмĕль процент чăваш пурăнать пулсан чăвашла садиксемпе шкулсен шучĕ çитмĕль процент пулмалла.Çавăн пек тусан чăваш чĕльхи ялта кăна мар хулара та анлă сарăлĕ.Чăвашсем республикăра çитмĕль процент,пĕр шухăшлă пулса чăваш чельхине упраса хăварар ĕмĕрлĕхе.Пĕрле пухăнса ĕçлес пулать.

Сообщение отредактировал Ыран - Jan 28 2012, 16:19
Profile CardPM
  0/0  
Ыран
post Feb 3 2012, 09:24
Отправлено #14


Активный



Сообщений: 1 488



• Елена777 Сегодня, 00:35
Отправлено #428


Постоялец



Сообщений: 288


пошла тема про перепись- хочу добавить.
увы, сколько чуваш в ядрине нельзя понять по переписи, они заполняли анкеты странным образом- моего ребенка они посчитали русским- хотя я, муж, его и мои родители чуваши- как они так могут заполнить анкету? я этого не поняла, а мне на мое возражение они сказали-" ваш же ребенок не разговаривает по чувашски!". хотя моему ребенку было около года и естественно он даже по русски не разговаривал. И еще эта женщина сказала, что им так сказали заполнять- а кто сказал?- явно не чуваш!
ссори что не по теме.
Profile CardPM
  0/0  
Ыран
post Feb 3 2012, 09:27
Отправлено #15


Активный



Сообщений: 1 488



Çапла майпа чăваш халăхне хут çинче те пулин чăкарасшăн.Камсем ха вĕсем,çапла тăвакансем?Ăçтан ,хăш кабинетран çавăн пек тума хÿшаççĕ?
Profile CardPM
  0/0  

2 Страницы  1 2 >
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения