4 Страницы < 1 2 3 4 >  
Ответить Создать тему

Поэтсен чÿречи , сăвăсем çыратпăр хамăрах

Albina
post Feb 9 2011, 15:49 
Отправлено #31


Постоялец

Сообщений: 202



Итле, епле шаккать мăлатук,
Епле халтăр унăн сасси,
Вăл кукăр çулпа утас çук
Куçа илĕртеть ун ташши.
Чипер ăста платник аллинче
Мăлатук çулăм евĕр çунать,
Хăйĕн ытарлă хуçи чунĕнче
Вĕри хĕлхем чĕртсе çутатать.
Чĕре таппи мăлатук сассипе
Пĕрле хутăшса ялкăшать.
Платник ачаш аллипе
Тĕнчене юратса ыталать.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Feb 3 2013, 21:29 
Отправлено #32


Постоялец

Сообщений: 202



Салам сар каччă, çамрăк каччă,
Телейлĕ-ши? Сывах-ши эс паян?
Пĕр хут анчах сана курасчĕ,
Чуп тăвасчĕ вĕри тутаран.
Каçар мана, чĕрем шĕллерĕ,
Сÿнтерме çук хĕрÿ пушар чĕртме.
Турат пек хуçĕлчĕ шăпа телейĕ,
Юратăва тĕп турĕ намăссăр чĕре.
Тен, эс ăна пăрахăн, тен сыватăн,
Мана çавах, ăна ан тавăр каялла,
Халь ун хуçа пĕр эсĕ çеç пулатăн,
Мана пăрахрĕ вăл чи кирлĕ вăхăтра.
Упра ăна, ылтăн хĕрес пек пултăр,
Сана манаймĕ манăн ырату
Пур тÿпере пĕр çутă çăлтăр,
Пур çĕр çинче аманнă юрату.

Сообщение отредактировал Albina - Feb 3 2013, 21:30

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+1  
NikR
post Feb 5 2013, 20:39 
Отправлено #33


Активный

Сообщений: 11 112



Цитата(Albina @ Feb 3 2013, 22:29)
хуçĕлчĕ
*

хуçĂлчĕ мар-и? blush2.gif
сăмахран: хуçăлакан чĕре

Сообщение отредактировал NikR - Feb 5 2013, 20:40

--------------------
Здесь могла бы быть моя подпись
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Feb 7 2013, 10:35 
Отправлено #34


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Чипер...
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Sep 18 2013, 20:33 
Отправлено #35


Постоялец

Сообщений: 202



Йăрăс пӳллĕ, хăмăр куçлă,
Тӳрĕ кăмăллă, патвар.
Чыс тытса, малашлăх шутлă,
Паттăр чунĕ чĕрĕ те кăвар.
Ун çинчен Трубина, Хусанкай,
Ленька Агаков, Яков Ухсай
Çырнă чылай хисепе кăларса,
Ĕçчен çынна мухтавпа асăнса.
Унпа тĕнче уçлăхне космонавт
Андриян Николаев çĕкленнĕ.
Çăлтăрсемпе çирĕплетнĕ акт –
Чăваш каччи тек тĕрекленнĕ.
Вăл çĕре мухтаса ĕçленĕ,
Ĕçе юратса пурнăç тунă ялан,
Ваттисене ĕмĕрех хисепленĕ,
Сив сăмах кăларман нихăçан.

Шел, халĕ вăл тăван çĕрне ыталанă
Чăн чăвашăн ачаш чĕрипе,
Пурнăç çулĕ çÿле ярăмланнă,
Паттăр Улăп ятне тивĕçсе.
Палан пахчара çурать çулçăсем…
Якур ачисем сивĕнместпĕр.
Ялан асăмра «çунат сăмахсем»
Пурăнсассăн – вилместпĕр.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+1  
Albina
post Sep 18 2013, 20:36 
Отправлено #36


Постоялец

Сообщений: 202



Яланхи пек пăхать хĕвел…
Çук! Урăхла!
Аташса кайса вăл хĕртет,
Чунăма хăварса тăлăха.
Пĕвере шыв сасси илтĕнмест –
Çут-çанталăк мăшклать тăшманла.
Пĕчĕк хуракăш унта ишеймест,
Чĕркуçленсе кăшкрать антăхса.
Уйри ыраш тинĕсĕ ăшăхланнă,
Айван пучахсем усăнаççĕ çĕре.
Тымарсем типсе айванланнă…
Ах, ăçтан-ши чăттăр чĕре?!

Сасартăк аслати авăтса, хăратса,
Çиçĕм çиçсе, тÿпене шарт çурса,
Аркашса, ахăрса, пăтратса
Ячĕ шалкăм çумăр çуса.

Те тумлам, те куççуль куçăмра…
Кам эсĕ? Палламастăп. Каçар!
Вăхăт иртнĕ, каю карĕ шăтса.
Урăххи эп паян. Хĕрхенÿ кирлĕ мар.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+1  
Albina
post Sep 18 2013, 20:37 
Отправлено #37


Постоялец

Сообщений: 202



Чăваш хĕрарĕмĕ

Çирĕп утăмпа ирхи шăплăхра
Майĕпен анать çăл патне.
Чăваш хĕрарĕмĕ, тейĕн патша,
Пĕркенчĕк вырăнне кĕвенте.
Пуç тутри айĕнче икĕ çивĕт,
Пилĕк таран явăнаççĕ çÿçсем.
Хура куçĕсем тараватлă та ырă -
Нумай юхтарнă таса куççульсем.
Йăваш аллисем ĕçлесе тĕрекленнĕ,
Тырă вырса тата утă çулса.
Çапах кĕлетки йăрăс пÿллĕ çĕкленнĕ,
Акăш евĕр çÿрет вăл утса.
Ытлашши хусканусем тумасăр,
Васкамасăр икĕ витре тултарать.
Хулпуççи урлă çакса – пăхсамăр –
Çĕнĕ куна мухтаса вăл юрлать.
Юрри таса тÿпе пек уçă та янкăр,
Хĕвелтен ытларах чунăма ăшăтать.
Вăл – анне, унăн чунĕ - уçланкă.
Вăл пурне те пĕр пек юратать.



--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+2  
Albina
post Sep 18 2013, 20:38 
Отправлено #38


Постоялец

Сообщений: 202



Пире чăваш пулма çуратнă,
Аслаттессем пилленĕ авалтан,
Вăл халала эпир çухатнă
Вăтанса калаçма чăвашла.
Вырăс чĕлхи чăнахах пуян та хăватлă,
Унпа калаçни пире çӳлелле ӳстерет,
Çапах тăван чĕлхесĕр эпир хăрăк туратлă –
Уй варринчи тымарсăр чечек.
Тăван ялăм – пурнăç тĕрекĕ,
Тăван килĕм – сиктернĕ сăпка,
Шур алшăлли эрешлĕ тĕрленĕ,
Хăнана ыр сунса пĕр алтăр сăра.
«Кăвар чĕре» çунать хăватлă,
«Кăвар чĕре» ялан асра,
Пире чăваш пулма çуратнă,
Малашлăх пирĕн алăра!

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+1  
Albina
post Sep 18 2013, 20:41 
Отправлено #39


Постоялец

Сообщений: 202



Шалкăм çумăр айĕнче –
Çарауран, çарапакарт…
Намăс мар тĕнче умĕнче.
Парăнать вăл! Савăнăр! Ак!
Вăрламан, шутра та пулман.
Никама та суйма çуратман.
Тар юхтарса ĕçленĕ пулсан,
Мĕн ма таса чуна куçăхан?
Хăвăн телей çухатнă çулна
Çамрăк çине пăхса хĕрхенен,
Кăмрăк пулса хытнă чунна
Никам та хальччен чĕртеймен.
Каçарать вăл! Пĕлменнине те каçарать!
Усал чури пулма вĕрентмен.
Ахалех каçса кайса вăл макрать,
Илмеççĕ хăрнă турата таса куççульсем.
Шалкăм çумăр айĕнче
Çамрăк чун йĕрет пĕччен.
Шалкăм çумăр айĕнче –
Куçран куçпа Тур умĕнче…




--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+2  
Виталий Николаевич
post Sep 25 2013, 11:31 
Отправлено #40


Активный

Сообщений: 5 757



Пире чăваш пулма çуратнă,
Малашлăх пирĕн алăра!

Ылтăн сăмахсем



Каçарăрта мана анчах, ман шутпа
мăлатук самăхе
чăваш чĕлхинче пур тесе шутлатăп.


чукмар пур.

балкан пăлхар (болгарски) чĕлхинче мăлатук чук сăмахе пулать.

Хамăн шухăша каларăм çеç.



--------------------
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Nov 12 2013, 19:50 
Отправлено #41


Постоялец

Сообщений: 202



Юр пĕрчисем шур чаршавпа
Карса илнĕ паян таврана.
Çĕн ĕмĕтпе, çут шухăшпа
Тăратпăр паян çывăрса.
Çĕнĕ Çул! Тухса кур!
Юмахри пек хăвна эсĕ туй.
Çĕнĕ Çул! Телей пур!
Кĕтме пĕлекен телейлĕ пул!
Усал шухăшсем, начар тĕллевсем
Хăварăр кив çул аллинче,
Ырă ĕçсем, çĕнĕ çулсем
Эпĕ сунатăп сире чĕререн.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Nov 12 2013, 19:54 
Отправлено #42


Постоялец

Сообщений: 202



Помидор çеçки çĕкленнĕ,
Сар чечек хĕвел евĕр çурлать.
Çут çанатлăка Турă пилленĕ –
Çумăр хыççăн асамат кĕперĕ тухать.
Хунава кайма вăй памашкăн,
Начар та наян туратсене иртмелле,
Çÿлелле ÿсме май пулмашкăн,
Курăспа çыхмалла шалчасем çумнелле.
Йывăç-курăк тĕрекĕ килет ĕмĕртен
Тымар епле çирĕп, патвар пулнинчен,
Ача-пăча вăй илсе çитĕнет кунсерен
Тăван килтен, тăван ашшĕпе амăшĕнчен.
Хунавсем ешереççĕ мăнаçлăн,
Хĕвел ăшшинче çырла хĕрелет.
Ĕçрен нихăçан та ан пул эсĕ аслă,
Ĕç вăл пире пурăнма вĕрентет.
Пурнăç тĕллевĕ - юратупа хисеп,
Аттепе анне вĕрентни – чăн сăмах.
Ырă тума тÿрĕ кăмăл хистет,
Хунавсем чечекленчĕр кăна яланах.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Nov 12 2013, 19:57 
Отправлено #43


Постоялец

Сообщений: 202



Санăн çăлтăр, çутă çăлтăр
Хĕвелтен те çутăрах,
Нумай çул иртсен те пултăр
Çут сăнарăм куç умра.
Ирхи сывлăм, каç илемĕ
Тăван ял ытамĕнче,
Сан ятна манма пĕлеймĕ
Тÿрĕ кăмăллă тĕнче.
Мухтанатăп, эп пурнатăп
Чи çут çăлтăр айĕнче
Хастар пулма тупа тăватăп
Тăван халăх умĕнче.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+2  
jang
post Dec 28 2013, 07:17 
Отправлено #44


Активный

Сообщений: 1 067



Сувары.рф
Валем Ахун.Çула тухатăп эп ирех...: Сăвăсем, поэмăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1986, — 127 с.
http://сувары.рф/su/node/894

«Ах, Пăлхарĕ, шем Пăлхарĕ...»
Хаяр тăшмансем Пăлхар патшалăхне кĕл айне туни пĕр çулталăк çитсен пăлхарсем пăлхав çĕкленĕ. Вĕсене Чике ятлă тимĕрçĕ ертсе пынă.
Легендăран
Тан! Тан! Чанк! Чанк! янрать хавха,
Чĕнсе пуç уснă халăха.
Сасси чăн хурçă пек Чикен,
Итле, Туçи те Сăваръен!
Тăнла, Пăлхар, Пÿлер, Тилçе —
Хĕрÿ чĕреллĕ тимĕрçе:
— Тăшман валли хĕртеп йĕрле*,
Ана, пăлхар, эс тыт, йĕрле.
Паян тăрсан пурте пĕрле —
Урта арканĕ пуçхĕрле!
Упа ан тыт, ан пер сăсар,
Сунар чупмашкăн вăхăт мар.
Уйна-хирне таптать хурах,
Çĕклен, пăлхар, атя карах! —
Тан! Тан! Чанк! Чанк! пăлхав хавхи:
— Кăвар çинче—чĕрем талхи!
Йĕрлем çинче — ăру тамхи,
Хăртам çинче — Пăлхар тамхи!
Эсрел пуçне вакла хĕçпе,
Çÿрет вăл ирсĕр ĕмĕтпе! —

Чике çĕклерĕ халăха,
Чăтас-и çакă хурлăха?!
Сикет пăлхавăрлă кăвар —
Тытать чукмар Пăлхар, Сăвар:
— Хуçа ан пул, пусах, эс тек,
Ылхан сана, юхха инкек!.. —

... Чике! Эп те çÿреп санпа —
Пăлхар юнпа, чăваш чунпа.
Эп те пĕрлех кăвайт чĕртеп,
Çич ют йышне вутпа иртеп.
Утап ялан пăшал йăтса,
Тăшман ятне йĕрле тытса.
Тусем-сăртсем, шывсем урлах,
Кĕперсĕр-мĕнсĕр, çуранах,
Пăлхавăр тăвăл пек каçап,
Килен çĕннишĕн çапăçап.
Паян та пур улпут-пусах,
Тĕнче тытасшăн çав йăх-ях.
Хуçа пуласшăн çаратса,
Пире лартасшăн тăлласа:
— Ан пултăр чухăншăн тĕпел,
Ан тухтăр,— тет,— ирпе хĕвел. —
Çакна кура, вĕри юнпа
Çÿретĕп эпĕ те санпа.
* Йĕрле (авалхи сăмах) —ухă йĕппин тимĕртен тунă çивĕч вĕçĕ.
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Apr 25 2014, 18:36 
Отправлено #45


Постоялец

Сообщений: 202



Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе шкулта чухне сăвă çырнăччĕ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхем,
Санăн сассу чĕртет хĕлхем,
Чăваш чĕлхи, анне чĕлхи -
Эсĕ маншăн чи хакли.
Чăваш чĕлхи, чунтан савса,
Пур кăмăлтан та юратса,
Эсĕ мана пăхса ÿстернине
Эпĕ манмăп ĕмĕрне.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/+1  

4 Страницы < 1 2 3 4 >
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения