4 Страницы < 1 2 3 4 >  
Ответить Создать тему

Поэтсен чÿречи , сăвăсем çыратпăр хамăрах

ned
post Sep 5 2010, 12:47 
Отправлено #16


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Цитата(Albina @ Sep 4 2010, 21:12)
Тавтапущ.

Тем пек чăтăмсăррăн сирĕн сăвăсене кĕтетĕп, ned, sLasHee. Пĕччен анчах çырма намăс мана.  :unsure: Ыттисенчен нумай кирлĕ пек туятăп хама.
*

ним намăсси те курмастăп, чун ыйтать текки - ма çырас мар
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Sep 22 2010, 09:10 
Отправлено #17


Постоялец

Сообщений: 202



Ан йĕр, ман чунăмçăм,
Пăхсам, епле каç юрлать,
Çут йĕр тӳпере уçăмлăн
Аслă çула мăнаçлать.
Ан хĕрхен, ан хурлан,
Вăхăт çитрĕ вĕçме,
Акăш çеç мар, пăрчăкан
Çунатланса хăпарĕ çӳле.
Пултăр шиклĕ чуна,
Ухмах çеç хăраман,
Эсĕ тăс аллуна,
Эсĕ пул аптраман.
Сассу кайтăр инçе,
Уру уттăр хастар,
Кирлĕ чух пул çемçе,
Йынăшни кирлĕ мар.

Çывăр, ман чунăмçăм,
Ир тĕреклĕ, ан ман,
Тĕлĕрет хĕвел тухăçĕ,
Ырă каç, пăрчăкан.
wink.gif

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Наталим
post Sep 24 2010, 21:28 
Отправлено #18


Постоялец

Сообщений: 360
Из: центр



Щын щуралать ытла та танлăн
Чышкисене чăмăртаса
"Щут тĕнчере мĕн пур - вăл манăн!" -
тесе каласшăн. Вăт патша!

Щут тĕнчерен каять, мĕнтарăн,
Ывăщине ущса хурса:
"Эп нимĕн те илмерĕм, акă", -
тесе, каять вăл уйрăлса...


Манăн темĕншĕн щ саспалли чăвашли щырăнмасть.

Сообщение отредактировал Наталим - Sep 24 2010, 21:28
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Sep 25 2010, 12:35 
Отправлено #19


Постоялец

Сообщений: 202



Цитата(Наталим @ Sep 24 2010, 22:28)
Щут тĕнчерен каять, мĕнтарăн,
Ывăщине ущса хурса:
"Эп нимĕн те илмерĕм, акă", -
тесе, каять вăл уйрăлса...
*

Епле тĕрĕс палăртнă.

Сообщение отредактировал Albina - Sep 25 2010, 12:35

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Nov 1 2010, 17:19 
Отправлено #20


Постоялец

Сообщений: 202



Вĕрентекен!

Ерипен утать урам айкиппе,
Çук халь ăна хисеплекен,
Вăл никама та прахман хĕррине,
Мĕншĕн тесен вăл – вĕрентекен.
Ятланă, куляннă пĕрле пирĕнпе,
Кăмăлĕ тулнă эпир савăнсан,
Хăлхана чикмен мăшкланине,
Япăх паллă лартмалла пулнă пулсан.
Ĕнер анчахчĕ вăл патвар.
Паян кăларса янă шкултан,
Ватă çын текех кирлĕ мар,
Çулсем мар, хуйхă янă халтан.
Вĕрентекен, ан ус шур пуçна,
Мăнаçлă пултăр санăн утăму,
Сан аллунтан вăй илнĕ ман шăпа,
Асра ялан сан уçă кăмăлу.
Сан умăнта пуçа таятăп,
Ялан вĕлкештĕр Сан чĕрӳ.
Сана чунтан эп тав тăватăп,
Ман пурнăç – Санăн çĕнтерӳ!


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Наталим
post Nov 3 2010, 19:25 
Отправлено #21


Постоялец

Сообщений: 360
Из: центр



Цитата(Albina @ Nov 1 2010, 17:19)
Вĕрентекен!

Ерипен утать урам айкиппе,
Çук халь ăна хисеплекен,
Вăл никама та прахман хĕррине,
Мĕншĕн тесен вăл – вĕрентекен.
Ятланă, куляннă пĕрле пирĕнпе,
Кăмăлĕ тулнă эпир савăнсан,
Хăлхана чикмен мăшкланине,
Япăх паллă лартмалла пулнă пулсан.
Ĕнер анчахчĕ вăл патвар.
Паян кăларса янă шкултан,
Ватă çын текех кирлĕ мар,
Çулсем мар, хуйхă янă халтан.
Вĕрентекен, ан ус шур пуçна,
Мăнаçлă пултăр санăн утăму,
Сан аллунтан вăй илнĕ ман шăпа,
Асра ялан сан уçă кăмăлу.
Сан умăнта пуçа таятăп,
Ялан вĕлкештĕр Сан чĕрӳ.
Сана чунтан эп тав тăватăп,
Ман пурнăç – Санăн çĕнтерӳ!
*


Вĕрентекенсем пирки чăвашла сăвăсем нумаях мар... Пите килĕшрĕ!
Profile CardPM
  0/0  
madama
post Nov 25 2010, 19:00 
Отправлено #22


Пользователь

Сообщений: 30



Вăрман тĕнчи-юмах тĕнчи
Ытла илемлĕ-çке унта,
Сип-симĕс тумлă йывăç-курăк
Асам сапаççĕ таврана.
Хурăнлăхра, ав пур çырлалăх
Татса çиесчĕ çырлине,
Инçех те мар, кунтах çăкалăх,
Чуна лăпкать пыл шăршипе...
Юманлăха çитсе курасчĕ,
Юман вăй-хал парать çынна.
Юманлăхра туллин сывласчĕ,
Асамлăх тĕнчине туйса.

--------------------
фороракос
Profile CardPM
  0/0  
madama
post Nov 26 2010, 14:24 
Отправлено #23


Пользователь

Сообщений: 30



Мĕн те пулин парнелĕр çынсене
Çепĕç сăмах, ăш кулă, ырă туйăм.
Хăйсем те çавăнпах хуравлĕç хирĕç,
Ан шеллĕр чунăрти ачашлăха.
Тус-тантăшна парнелĕр çирĕп туслăх,
Вăл пултăр сирĕн ĕмĕр-ĕмĕрех,
Сăн-питĕрте чеелĕх пач ан пултăр,
Вăл хирĕçÿ çуратĕ çынсенче.
Парне аçу-аннÿшĕн пулĕ асăм,
Тăваншăн- ырă кăмăл, йăпану.
Мăшăрупа ачу-пăчушăн упрăр
Таса чыспа телейлĕ юрату.

--------------------
фороракос
Profile CardPM
  0/0  
madama
post Nov 26 2010, 14:31 
Отправлено #24


Пользователь

Сообщений: 30



Санпа кăна чунра пит уçă,
Санпа кăна юрлать чĕрем,
Санпа кăна хама телейлĕ
Туятăп,чунăмçăм,пĕлсем.
Санпа ялан пĕрле пуласчĕ,
Эс манăн шанчăк,ĕненсем.
Санпа ялан пĕрле утасчĕ,
Эс манăн пурнăçри хĕлхем.

--------------------
фороракос
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Nov 29 2010, 11:56 
Отправлено #25


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



madama, питĕ кăмăллă сăвăсем, татах та çыр
Profile CardPM
  0/0  
AlekseYO
post Nov 30 2010, 20:06 
Отправлено #26


Новичок

Сообщений: 5



ned,тавах ыр сăмахшăн
Profile CardPM
  0/0  
madama
post Nov 30 2010, 20:12 
Отправлено #27


Пользователь

Сообщений: 30



ned,тавах ыр сăмахшăн



--------------------
фороракос
Profile CardPM
  0/0  
PorV
post Dec 5 2010, 21:40 
Отправлено #28


Активный

Сообщений: 2 894
Из: чего-то



madama, Сăвă питĕ килĕшрĕ.
Profile CardPM
  0/0  
madama
post Dec 5 2010, 22:06 
Отправлено #29


Пользователь

Сообщений: 30



Хĕрарăма ан калăр сив сăмах,
Унра тĕвĕленет ачалăх,
Чунне ыр сăмахпа йăпатăр,
Ан хуçăр нимсĕр кăмăлне.
Хĕрарăмра- тĕнчен пуласлăх
Аван ирттертĕр кун-çулне,
Пĕр шелсĕр амантса ан хурăр
Йăваш та çепĕç чĕрине.
Ан пăхăр ун çине пит сиввĕн,
Ăнланăр,айăп çук унра.
Вăл илемлентĕр,чечеклентĕр
Пуласлăх- веç хĕрарăмра.

Сообщение отредактировал madama - Dec 5 2010, 22:10

--------------------
фороракос
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Dec 7 2010, 13:54 
Отправлено #30


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Çĕнĕ Çула халалласа кам сăвă çырса парĕ-ши, пĕчĕк ачасем валли, пĕр ик-виç куплетран тăрсан çителĕклĕ пулĕ, е кам аса илĕ ытти авторсен хитре сăввисене? )

хам пуçра пĕр сăвă çеç тăрать: )

юр çавать, юр çавать
хура çере шуратать
тухăр-тухăр ачасем
юр купалама

хк. ача сачĕ валли кирлĕ
Profile CardPM
  0/0  

4 Страницы < 1 2 3 4 >
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения