4 Страницы  1 2 3 > »   
Ответить Создать тему

Поэтсен чÿречи , сăвăсем çыратпăр хамăрах

Albina
post Jan 11 2009, 15:28
Отправлено #1


Постоялец



Сообщений: 202



Пĕрремăш юрату –
Санăн ăшиплĕ кулă,
Пĕрремĕш ырату –
Мĕн ма ши ăна куртăм.
Пĕрремĕш юрату –
Çурхи чечек илемĕ,
Пĕрремĕш ырату –
Çамрăк чуна пиллерĕ.
Пĕрремĕш юрату –
Ун пулмаллах-çке,
Пĕрремĕш ырату –
Унпа юнашарах- çке.
Пĕрремĕш юрату –
Савни сăнарĕ умăмра,
Пĕрремĕш ырату –
Пултăр юлашки ман пурнăçра.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Jan 12 2009, 09:51
Отправлено #2


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Albina, хитре çырнă. Тата та санран сăвăсем кĕтетпер, ыттисем те çырăр.
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Jan 12 2009, 16:16
Отправлено #3


Постоялец



Сообщений: 202



Цитата(ned @ Jan 12 2009, 09:51)
Albina, хитре çырнă. Тата та санран сăвăсем кĕтетпер, ыттисем те çырăр.
*

Тавтапуç ырă сăмахшăн...
Ак çакăн пекки пур тата

Пурнăç тĕпелĕнче хĕвел хĕртсе пăхать,
Чун юрлать, чĕре ташлать,
Туссем пĕрле ялан пулсан телейлĕ эпĕ,
Туссем пулсан – ытти пулать.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Jan 12 2009, 21:42
Отправлено #4


Постоялец



Сообщений: 202



Юптару тата smile.gif
Уй варринче лаштра юман,
Кам ун патĕнче пулса курман?
Лаштра юман айĕнче
Шăтăк пур çĕр ăшĕнче.
Иртен-çÿрен çын нумай,
Çитменлĕхсем пурин те самай.
Кашни çын çав шăтăка
Ярса юлать йăнăша.
Эп пĕре йывăр пуçпа
Кĕрсе ÿкрĕм-çке çанта.
Мур илесшĕ! Ай тур-тур!
Ку шăтăкра тем те пур!
Ухмаххи те кахалли,
Япăхран та япăххи,
Усалли те симĕсси,
Çук çеç темшĕн намăсси.
Çĕр каçмалла пулчĕ шăтăкра,
Шăтăкра мар тамăкра,
Хĕртсурт чупать пуль унта?
Юрать тĕл пулмарăмăр унпа.
Уй варринче лаштра юман,
Унталла урăх эпĕ утман.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Jan 13 2009, 10:14
Отправлено #5


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



"Усалли те симĕсси" - симĕсси мĕнпе начар вара? :)
"Çук çеç темшĕн намăсси." - намăсси çитменлĕхсем патне кĕреймест пуль çав :)
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Jan 13 2009, 11:51
Отправлено #6


Постоялец



Сообщений: 202



Цитата(ned @ Jan 13 2009, 10:14)

"Çук çеç темшĕн намăсси." - намăсси çитменлĕхсем патне кĕреймест пуль çав smile.gif
*

Çавăнпа çук та ĕнтĕ.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Apr 16 2010, 17:02
Отправлено #7


Постоялец



Сообщений: 202



Чăваш чĕлхине манса каяс мар тесе манăн юратнă вырăс халăх поэтессин А. А. Ахматован "Я не любви твоей прошу" căввине чăвашла куçарас терĕм.

Санăн юратăва ыйтмастăп.

Санăн юратăва ыйтмастăп,
Халĕ вăл ют алăра.
«Саламлă» çырусем çырмастăп,
Çук эсĕ манăн чунăмра.
Ан тив, çак сăввăма вулатăр вăл,
Юрлатăр ун валли кашни йĕрке,
Ан чар, пур, куртăр вăл
Манăн сăн ӳкерчĕке.
Ăна çĕнтерӳ пылак тути
Пуринчен ытла туртать-çке, пултăр,
Çепĕç юрату юрри
Юнашар унпа нихçан та пулмĕ.
Виçĕ çул юрласа пурăнсассăн
Сарă пуçлă шăпчăкпа,
Виçĕ пус телей курсассăн,
Пусса килет санăн чунта.
Анчах ман юрату каçне
Ан кил. Сана тек палламастăп.
Вучах сан сӳннĕ чĕрере.
Телейрен эпĕ сыватмастăп.

Сообщение отредактировал Albina - Apr 16 2010, 17:03

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Apr 26 2010, 16:46
Отправлено #8


Постоялец



Сообщений: 202



А. А. Ахматова Чугунная ограда
Ман куçару

Чукун карта
Хыртан тунă кравать
Эсĕ ман мар –
Халĕ чун ăнланать.
Ман вырăн тавралла
Йĕреççĕ, кĕлĕ тăвать такам,
Эсĕ тар айăкалла,
Ăçта каяс килет, Аслă Турă санпа!
Халь текех сан хăлхана
Манран çивĕч сăмах çитеймĕ,
Ирччен çут çуртана,
Эпĕ урăх çутаймăп.
Пурнăç лăпкă пултăр сан,
Халаллатăп малаш кун-çулна
Эсĕ макăратăн –
Эпĕ тăмастăп сан куççульна…

Сообщение отредактировал Albina - Apr 26 2010, 18:36

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 26 2010, 17:17
Отправлено #9


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



хыртан тунă кравать - темле хитрех илтенмест, тен кравать вырăнне урăхларах сăмах тупма пулĕ?
ытти вара чипер, мана килĕшрĕ
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post May 15 2010, 12:52
Отправлено #10


Постоялец



Сообщений: 202



Ырă кун, Чăваш Ен!
Шурăмпуç хĕмленет,
Çут çанталăк таса,
Тăри сасси илтĕнет
Çĕнĕ куна мухтаса.
Сарлака сукмакпа
Эс тухатăн уя,
Çак ирхи сывлăмпа
Эс пулатăн пуян.
Ав васкать Мăн Çавал,
Чаплă Атăл патне,
Ыталать чăн Чăваш
Хăй çуралнă çĕрне.
Аса ил-ха, ентеш,
Аслатте халалне,
Асра тыт пĕрмаях,
Чăваш Ен ытамне!
Эс вĕçтер тӳпене!
Эсĕ чĕрт çут хĕлхем!
Эс пĕлтер тĕнчене
«Ырă кун, Чăваш Ен!»


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Jun 6 2010, 16:46
Отправлено #11


Постоялец



Сообщений: 202



Шкулти сăвăсенчен

Концерт

Ир-ирех тăчĕ Машук –
Янăрать тулта: «Кук-кук!»
Машук пăхрĕ кантăкран,
Куккук юрлать йăлăмра.
Ав Лере уйра курак
«Кар-р!» - тесе çухрать вăрах.
Юнашарах путени
«Пĕт-пĕлтик!» - тет манайми.
Кур, вăрманалла вĕçтерчĕ
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçĕ.
Пĕвере ав шарт та шарт
Кăвакал шавлать: «Нарт! Нарт!»
«Пĕт-пĕлтик» - тет путене -
«Ма тăмастăн, Марине?»
«Чĕвĕл-чĕвĕл! Тăмалла» -
Тет чĕкеç – «пит çумалла!»
Ак çапла ĕнтĕ ялан:
Ир-ирех эсĕ тăрсан,
Хĕвел çутă çутатсан,
Лайах пулĕ пурнăç сан,
Анчах кам ирех тăмасть,
Пĕр маях çыврать-çыврать,
Вăл çакна та чухламасть –
Концертран тăрса юлать.


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Sep 1 2010, 15:29
Отправлено #12


Постоялец



Сообщений: 202



Ай, юрлари, атте!
Ай, юрлари анне!
Чунтан чĕререн
Кăмăла яр уçса.
Чунтан чĕререн
Пĕр-пĕрне юратса.

Ав, автать-и автан!
Ав, макрать-и питек!
Юррăм юхтăр аван
Çурхи шăнкăр шыв пек.
Юррăм юхтăр аван,
Янкăрлантăр тӳпе.

Ай, пăхать-и хĕвел!
Ай, ӳкет-и тумлам!
Пурнаясчĕ пĕрле
Савăнса пĕр-тăван.
Юрлаясчĕ пĕрле
Час-часах пуçтарнсан.

Чунтан чĕререн
Пĕр-пĕрне юратса.
Чунтан чĕререн
Кăмăла яр уçса.
Ай, юрлари анне!
Ай, юрлари, атте!


--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  
sLasHee
post Sep 1 2010, 15:37
Отправлено #13


Постоялец



Сообщений: 287



Цитата(ned @ Jan 12 2009, 10:51)
Albina, хитре çырнă. Тата та санран сăвăсем кĕтетпер, ыттисем те çырăр.
*

ned, Хăв-та ан ман çырма. Сан илемлĕ сăвăсене курас килеть.

Albina, питĕ килĕшÿллĕ сăвăсем. Çамрăк чух хам-ты çыркаланă, "Тантăш" хаçатра-та пичетленнĕ. Халĕ вăл сăвăсене тупаяс-та çук, шкул пĕтернĕренпелле питĕ нумай вăхăт иртнĕ
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Sep 2 2010, 14:59
Отправлено #14


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Цитата(sLasHee @ Sep 1 2010, 15:37)
ned, Хăв-та ан ман çырма. Сан илемлĕ сăвăсене курас килеть.
*

тахçан çырнăччĕ, халь ун пек çырасси çукпа пĕрех, тен чун хавхаланăвĕ чакнă ĕнтĕ smile.gif
Profile CardPM
  0/0  
Albina
post Sep 4 2010, 21:12
Отправлено #15


Постоялец



Сообщений: 202



Цитата(sLasHee @ Sep 1 2010, 16:37)
Albina, питĕ килĕшÿллĕ сăвăсем.
*

Тавтапущ.

Тем пек чăтăмсăррăн сирĕн сăвăсене кĕтетĕп, ned, sLasHee. Пĕччен анчах çырма намăс мана. unsure.gif Ыттисенчен нумай кирлĕ пек туятăп хама.

--------------------
From Albi with love
Profile CardPM
  0/0  

4 Страницы  1 2 3 > » 
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения