10 Страницы « < 2 3 4 5 6 > »   
Ответить Создать тему

Чăвашла юрăсем , Песни на чувашском

Takam
post Feb 7 2009, 15:21
Отправлено #46


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



АН МАН
Кĕвви О. Дмитриевăн

Сан кăвак куçу мĕн-ма
Илĕртет ялан мана
Хăяймастăп калама
Юрататăп эп сана.

Х.ю.:
Ан ман мана савниçĕм
Ан ман мана, ан ман
Ан ман мана савниçĕм
Эсĕ пурнăçăм ман


Илĕртет ачаш туту
Симпыл евĕр туйăнать
Ах мĕн ма-ши юрату
Чĕрене ыраттарать.

Х.ю.:

Иртсе кайрĕç çав каçсем
Манас çук сан çут сăнна
Халь ăçта-ши, пĕлтерсем
Юрататăп эп сана


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:22
Отправлено #47


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



АХ МУР
кĕвви Н.Заводскован
сăвви Н.Силпин

1.
Вăрттăн пăхса саврăм-ши
Сар хĕвеллĕ çуркунне
Ыр кăмăлшăн саврăм-ши
Сар чечек пек чиперне

Х.ю.:
Ах, мур, тупата
Час тухсамччĕ урама
Çутă-çутă çăлтăрне
Парнелесчĕ ман сана

Эсĕ мана савăн-ши
Юратса çут тĕнчере
Ырă сăмах калăн-ши
Чĕрере чух çуркунне

Х.ю.:

Тур çырни эс пултăн-ши
Канлĕх çĕтрĕ чĕрере
Эсĕ манăн пулăн-ши
Савнă тусăм ĕмĕре

Х.ю.:
Ах, мур тупата
Юрататăп эп сана
Час тухсамччĕ Урама
Манăн савнă хĕрача


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:24
Отправлено #48


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ÇУХАТАТĂП КАНĂÇА
кĕвви С.Толстовăн сăвви А.Чебановăн

Ăнсăртран пĕррехинче
Сар чечексем хушшинче
Асăрхарăм кĕренне )
Ытарма çук хитрине ) 3 х

Х.ю.:
Ах кĕрен, кĕрен чечек
Мĕншĕн эс ытла черчен
Шурăмпуç хăй тутăрна )
Панă пуль сана парне ) 2 х

Тусăм кĕрен кĕпепе
Ман пата килет утса
Эпĕ ăна чечексем )
Парнелетĕп ыр сунса ) 3 х

Х.ю.:

Манăн шухăш сан çинче
Ĕмĕт тÿпе маччинче
Чатăр карсан анăçа )
Çухататăп канăçа ) 3 х

Х.ю.:


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:24
Отправлено #49


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ВАЛЬС
кĕвви В.Адюковăн
сăвви Н.Егоровăн

1.
Кил савни кунта, кил пикем çумма
Кил-ха пирĕшти, савăнтар чуна
Икĕ чĕрене пĕр пек таптарар
Йывăр пурнăçра, савнăçпа тулар

Х.ю.:
Вальс, вальс, янăрать вальс залра
Вальс, вальс, çавăрать ман чуна
Вальс, вальс, чун савни ытамра
Вальс залра, ман чунра, эс асăмра

2.
Ырă-и пикем, лайăх-и пикем
Эсĕ халь кампа тĕл пулан пикем
Çăлтăр пек куçна, хĕвел пек сăнна
Эсĕ сар пикем, кам валли упран


Х.ю.:

Вальс, вальс, ан уйăр эс пире
Вальс, вальс, юн вĕрет чĕрере
Вальс, вальс, юрату ĕмĕре
Çураçтар каччăпа сарă хĕре

3.
Эп пĕлетĕп-ха, сан савни нумай
Пурпĕрех сана, эп савап чунтан
Кил-ха ман пата, ыталам сана
Ан вăтан пикем, савăнса юлар

Х.ю.:
Вальс, вальс, çаврăнар-и пĕрле
Вальс, вальс, телей кÿтĕр пире
Вальс, вальс, çавăрттар хытăрах
Пĕтĕм тунсăх иртсе, ай, кайтăрах


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:24
Отправлено #50


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



КĔЛЧЕЧЕКСЕМ
кĕвви В.Петрухинăн сăвви Г.Кĕмĕлĕн

Илĕртеççĕ куçусем
Йăлтăр çăлтăр пуль вĕсем
Хĕвел евĕр сан куллу
Хăçан пулĕ тĕлпулу

Х.ю.:
Аллăмри кĕлчечексем
Пурте саншăнах вĕсем
Манăн парнене илсем,
Эп юратнине пĕлсем

Пăхса ил-ха ман çине
Йăлтах курăн эс чăнне
Туйăн эпĕ çуннине
Саншăнах пурăннине

Х.ю.:
Сан хитре куллу умăмра
Эсĕ çеç манăн чунăмра
Юрату тыткăнĕнче
Эсĕ, эпĕ - пĕр тĕнче

Х.ю.:


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:25
Отправлено #51


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ÇУРКУННЕ
кĕввипе сăвви Н.Химетован

Çав тери хитре çурхи кунсем
Илемленеççĕ хирсем, улăхсем
Чечекленеççĕ садсем.пахчасем
Чĕрĕлеççĕ пулă,чĕрчунсем

Х.ю.: Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене
Çуркунне.çуркунне, çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене

Çав тери кĕске çурхи каçсем
Янăраççĕ хĕрсен юррисем
Илĕртеççĕ яшсен сассисем
Савăнаççĕ ялти çамрăксем

Х.ю.:

Кĕскелсе пыраççĕ çĕрĕсем
Тутлă ыйхăра ял-йышăмсем
Шăплăха шыраççĕ çамрăксем
Вăрттăн çуралаççĕ туйăмсем

Х.ю.:


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:25
Отправлено #52


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



МАНШĂН ЧИ ХАКЛИ
кĕвви К.Петрован сăвви А. Васильевăн

Эсĕ манăн юратуччĕ
Халĕ темшĕн ырату
Чун-чĕре çунса кĕлленчĕ
Урăх çук-çке тĕлпулу

Х.ю.:
Манса кайрăн-и
Юратмастăн-и
Теприне тĕл пултăн-и
Эс унпа телейлĕ-и?

Тĕтреленнĕ уйăх витĕр
Хĕр-пикийĕ курăнмасть
Мĕншĕн эпĕ улталантăм
Ман чĕре сана савмасть

Х.ю.:

Пĕр-пĕрне кăна савсассăн
Çирĕп пулĕ юрату
Эсĕ манăн çеç пулсассăн
Урăх пулмĕ çухату

Х.ю.:

Сар хĕвел шевли
Каçхи уйăх çути
Тĕнчере чи хакли
Маншăн эс савни


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:25
Отправлено #53


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ШАККАРĔÇ КАНТĂКРАН
кĕвви С.Толстовăн сăвви. Г. Яковлеван

Шак-шак-шак шаккарĕç кантăкран
Кантăка эп уçрăм васкаса
Чĕремре халь пит йывăр суран
Хурлăх килчĕ, кĕчĕ ыткăнса

Хурлăх, ма суйларăн эс мана
Эп сана чĕнменччĕ хăнана
Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла
Тăрăшсах лăскарăн чунăма.

Шак-шак-шак шаккарĕç алăкран
Алăка эп уçрăм тăхтаса
Ман шăпам кулатăн пуль манран
Инкек килчĕ, кĕчĕ вăркăнса

Инкек, ма суйларăн эс мана
Эп сана чĕнменччĕ хăнана
Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла
Тăрăшсах лăскарăн чунăма

Кантăка хупмастăп юриех
Çут хĕвел вылятăр шевлипе
Алăка эп уçрăм яриех
Кĕр телейĕм, ан тăр вăтанса

Телей, ман телей ăçта çÿрен
Мĕншĕн-ши вăрах эс кĕттерен
Шанчăка çухатмăп эп пĕрех
Ман пата эс çитĕн пурпĕрех


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:26
Отправлено #54


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ХĔРЛĔ ЧЕЧЕКСЕМ
кĕвви С.Толстовăн сăвви Г.Яковлеван

Тататтăм, тататтăм хĕрлĕ чечексем
Сана парнелеттĕм чунтан-кăмăлтан
Таса юратушăн тапатчĕ чĕрем
Уйрăлу килессе шутламан нихçан

Х.ю.:
Хĕрлĕ чечексем, юрату çеçкисем
Ултава сиссе, лараç пуç усса
Мана шеллесе, хĕрлĕ чечексем
Шăлаççĕ питне, куççÿльпе çуса

Эс утрăн çулпа, телей шыраса
Эп юлтăм тăрса, пĕччен куллянса
Хĕрлĕ чечексем шанчĕç васкаса
Суя юратушăн чунтан хурланса

Х.ю.:
Хĕрлĕ чечексем, чĕрери сурансем
Пурнăç çулĕпе утма çăмăл мар
Çĕклĕр пуçăра, юрату çеçкисем
Суя ултава нихăçан манар мар

Тĕл пулчĕç татах та пирĕн чĕресем
Тататтăн.тататтăн хĕрлĕ чечексем
Кирлех-ши мана халь иртнĕ сурансем
Хĕрлĕ чечексем, сÿннĕ хĕлхемсем

Х.ю.:
Хăрлĕ чечексем, çурăр çеçкесем
Юрату хĕмĕпе çунччăр чĕресем
Юрату хакне пĕлмен айвансем
Ан татнă пулăр, хĕрлĕ чечексем


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:26
Отправлено #55


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



САРПИКЕÇĔМ
кĕвви П.Романовăн сăвви А.Васильевăн

Çутă, çутă çăлтăр витĕр
Килтĕн манăн пурнăçа
Телее санра шырарăм
Эп çухатрăм канăçа

Х.ю.:
Сарпикеçĕм, сарпикеçĕм
Чунăмри сÿнми кăвар
Сарпикеçĕм,сарпикеçĕм
Чĕрене эс ан çунтар

Эс çуккишĕн тунсăхлаççĕ
Кайăксем ав, катара
Чечексем çеçке çурмаçĕ
Иккĕн ларнă пахчара

Х.ю.:

Чĕрере, эс чĕртнĕ çулăм
Шĕл кăваррăн ялкăшать
Пĕр сана кĕтет ман чунăм
Ман чĕрем санах савать

Х.ю.:


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:26
Отправлено #56


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



ЭСĔ МАН САВНИ
кĕввипе сăвви А.Васильевăн

Ĕнерхи каçа, паянхи куна
Манас çук нихçан, эпĕ чун савни
Санăн кÿренÿ, ман асаплану
Чун-чĕре кĕвви, пулмĕ нихăçан

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни

Малтанхи кунсем, пулас ĕмĕтсем
Тĕлĕк евĕрех тухрĕç куç умне
Эсĕ ĕненсем, пирĕн чĕресем
Тапмалла пĕрле, ĕмĕр-ĕмĕре

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни

Тĕксĕмленчĕ каç, куçусем çунаç
Илĕртсем мана ырлăх тĕнчине
Тусăм ан ятлаç, шăппăнрах калаç
Ытала чунтан хăвăн савнине

Эсĕ ман савни
Эсĕ ман савни


--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
Takam
post Feb 7 2009, 15:34
Отправлено #57


какой уж там статус...



Сообщений: 2 049
Из: Мускав хули



А у кого нибудь есть тексты песен из сборника "Караоке. Часть 2"?
Разумеется они есть на самом диске, но "вразброс", а хотелось бы "сплошным текстом".

Может быть по-возможности будет тут выкладывать тексты популярных песен, если у кого есть, или кто-то запишет.
Мне, например, хотелось бы найти текст песен Шадрикова с диска "Пултăр юрату" - "ПЮ", "Çепĕç туйăм", "Уйăх çинчи пике" и т.д.
Еще может быть есть тексты песен И.Христофорова и В.Адюкова?

Сообщение отредактировал Takam - Feb 7 2009, 18:52

--------------------
Вообще-то я белый и пушистый, но очень больно кусаюсь!
Profile CardPM
  0/0  
buzina
post Aug 11 2009, 15:24
Отправлено #58


Новичок



Сообщений: 4



Çÿле пăхрам та ай тĕлĕнтем,
Кайăк та хурсень те карти те кильничен.
Шухăшларăм та ай тĕлĕнтем,
Çамрăк та ĕмере те иртсе те кайничен.

Вăрман тăрах ай утнă чух,
Ларса та кантăмăр та хурăн та теп сине.
Атте-анне аса та килсен ,
Ларса та ?????? сарлака сак сине

Кам пĕлет ку сăмахне- темшĕн вал мана аса килмес , пулăшăр-ха тархасшăн.
М.ш.п. юррине В.Христофоров юрлать

Йетем те
Profile CardPM
  0/0  
buzina
post Aug 11 2009, 15:26
Отправлено #59


Новичок



Сообщений: 4



Цитата(Тимĕрке Митяй @ Jul 2 2008, 18:25)
Çÿле пăхрам та ай  тĕлĕнтем,
Кайăк  та хурсень те карти те кильничен. 
Шухăшларăм та ай  тĕлĕнтем,
Çамрăк та ĕмере те иртсе те кайничен.

Вăрман тăрах ай утнă чух,
Ларса та кантăмăр та хурăн та теп сине.
Атте-анне  аса та килсен ,
Ларса та ?????? сарлака сак сине


Кам пĕлет ку сăмахне- темшĕн вал мана аса килмес  smile.gif , пулăшăр-ха тархасшăн.
М.ш.п. юррине В.Христофоров юрлать.
*



Йетем те
Profile CardPM
  0/0  
ЛёльК@
post Jul 30 2010, 21:32
Отправлено #60


Начинающий



Сообщений: 16



А у кого-нибудь есть песня Николая Гордеева и Любови Гордеевой(пулна пулна пулна пуль)?
Profile CardPM
  0/0  

10 Страницы « < 2 3 4 5 6 > » 
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения