Эс кала-ха, çĕмĕртĕм.Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш вăхăтра çурăлатăн,
Хăш вăхăтра пиçетĕн?
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Çуркуннепе çурăлатăн,
Çул варринче пиçетĕн.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш урамра, хăш шур пÿртре
Пурăнаççĕ пирн твансем?
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Çак урамра, çак шур пÿртре
Пурăнаççĕ пирн твансем.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш вăхăтра тван савăнать
Хăш вăхăтра куллянать.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Эпир кильсен тван савăнать
Эпир кайсан куллянать.
--------------------