Ответить Создать тему

Ăрăмçă-сăтăрçăсен ят словар , те тĕрĕс, те суя, анчах питĕ кăткăс :)

ned
post May 6 2008, 15:01
Отправлено #1


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Ăрăмçă-сăтăрçăсен ят словарĕ:


Хисеплĕ вулакан! Мăн асатте-асаннесен пурнăçĕнчи ырă ăрăмçăсен, усал сăтăрçăсен ятарлă ячĕсем сăмахлăхра манăçа тухнă. Халĕ юмăç яракансене те, асамçăсене те тупма йывăр. Вĕсен пирки юмахсенче, легендăсенче, мифсенче кăна вуласа пĕлме пулать. Камсем вĕсем? Халăхра мĕнле пурăннă? Ырă е усал мĕнле ĕç тунă? Авалхи пĕлуçĕсемпе, культурăпа паллашас килет.
Ăнлантăр пулĕ, çавăнпа çак словаре пуçтарса хатĕрлерĕм. Тархасшăн...

Апăс — кĕлĕ йĕркине тытса пыракан. Кĕлĕ сăмахне пĕлекен. /"Апăс" — тутар, араб чĕлхинчен кĕнĕ сăмах. Абыз, хафиз — коран кĕнекинчи кĕлĕсене пăхмасăр калама пĕлекен/. Чăваш чĕлхинче кĕлмĕçе, мăчавара, юмăçа тата тухатмăша пĕлтерет. Чӳкри кĕлĕсене апăс каласа тăчĕ. Çӳлти Турăна, ырă усалсене, вилнисене пăтăпа, çăмартапа, вучаха шӳрпе сапса чӳклерĕ, Кĕлĕ хыççăн халăхпа пĕрле чӳклеме апатне çирĕ.
Тутарстан тăрăхĕнчи чăвашсем юмăçа та "апăс" тесе калаççĕ. Апăс карчăк, апăс старик.
Чăвашсем Христос тĕнне йышăнсан, XIX ĕмĕр тĕлнелле, апăссем хисепрен тухнă.

Асамçă, асамăç, асаймăç — тухатмăш, юмăç. /Арабсен, тутарсен "азан" "кĕлĕне чĕнни" сăмахран чăваш чĕлхине кĕнĕ/. Чăваш чĕлхинче, тĕнĕнче тухатмăш ăнлава палăртать. Куç ӳкерекен, ăсран кăларакан, ăсран пăсăлнă çынна сыватакан.
Ырă асамçă — ырă ĕç тăвакан, чирлĕ çынсене чĕртекен. Инкек лекнĕ çамрăк мăшăрсен çемйине йăпатса, тухатласа, кĕлĕ туса асамласа сывлăха тавăрма, йĕркене кĕме пулăшакан.
Усал асамçă — усал ĕç тăвать. Асар-писер кăларса, ухмахланса, кĕлĕ туса курайман çын çине усал, ылхану ярать тет, ăсран кăларап тесе хăратать имĕш. Наука-вĕренӳ шайĕ ӳснă хыççăн асамçăсем хисепрен тухнă.

Ашапатман карчăкĕ /старикĕ/ — 1. юмăç, эпи. 2. юмахри асамçă сăнарĕ.
/Мухамед арăмĕн Айша, хĕрĕн Фатима ячĕсенчен, сăмахĕсенчен пулса кайнă/.
Чăваш халăх пурнăçĕнче юмăçсем — сăтăр тăвакан, чире хăвалакан сăваплă паттăр, пурне те пĕлекен юмахри юмăç.
Ăрăмçа, ăрăмçă, ăрăмчăк — кĕлмĕç. Пуласлăха пĕлекен. Юмăç. /Ырă, ырăм кирлĕ пуласлăх, тупăшлăх, чĕрĕлӳ ăнланусене пĕлтерекен сăмахран/.
Чăваш ăнланăвĕнче ырă ĕç тăвакан, ырлăх яракан юмăç, ырă тухатмăш /волшебник/. Ăрăмчăк эпи карчăкĕ ăрăмларĕ, ачи чиперех çуралчĕ.
Арăмçă старик вăрлăха кĕлĕ туса тĕтĕмлерĕ /тĕтĕрчĕ/, тыр-пул лайăх пулчĕ.
Хальхи вăхăтра ăрăмçăсем, хисепрен тухнă.
Ăстаçă — 1. ăсчах, ал ĕçне, килти ĕçе, çĕр ĕçне йĕркелесе тума пĕлекен.
2.Пĕлӳçĕ. Пур япалана пĕлсе, çирĕп те илемлĕ тума пултаракан. Ваттисем пурăна-киле ăстаçă-пĕлӳçĕсем пулса тăраççĕ.
3. Чир-чĕре пĕлсе сиплекен. Ĕçе вĕреннĕ çын ăстаçă пулать.

Вĕруçĕ — юмăç, тухатмăш /вĕрет, "Сывлăша вĕрсе кăларать" ăнлануран пул-
нă сăмах тесе шутлаççĕ/.
Вĕрет-сурать вĕрӳçĕ, вут пуççипе хăмсарать. Вут çунтарса, юм-юмласа чирлĕ çынна сыватать. Шывпа сапса пĕрĕхсе шыв усалне хăвалать. Япаласем пăрахса ылхануна пĕтерет. Кĕлĕ туса çын кăмăлне вăй кĕртет.
Вĕрӳçĕсем ытларах мĕнрен те пулин хăраса чирленĕ çынсене сипленĕ.

Ĕмпӳ, емпечи — 1. асатте, ватă хисеплĕ çын;
2. ăрат аслашшĕ, ăрат пуçлăхĕ, пĕлуçĕ;
3. çĕршыв патши, пуçлăхĕ. Чăвашăн анлă ăнланăвĕнче халăх пуçлăхĕ. Çемье, ял-йыш шайĕнче — пурнăçа пĕлсе тытса пыракан хисеплĕ ватă çынна пĕлтерет. Ялти ватăсем, ĕмпечисем хăçан акана тухмаллине, хăçан мĕнле ĕçе пуçласа тумаллине пĕлсе ял-йыша каласа, хушса тăнă.
Ĕлĕк пирĕн таврари ялсем ĕмпĕне /патшана/ пăхăнса пурăннă. Пирĕн ялта ĕмпӳ çурчĕ ларнă.
Петĕр патша хыççăн сотниксем хуçаланма пуçланă.
Халĕ ял ячĕ тăрăх кăна /Ĕмпĕрт Туçа/ Ĕмпӳ ялĕ пулнине пĕлетпĕр.
Profile CardPM
  0/0  
ned
post May 6 2008, 15:02
Отправлено #2


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Калтун — тухатмăш, асамçă. /Атăл тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ сăмах/.
Çывăх тухăçри авал пурăннă Халдей халăх ятĕнчен, венгр, грек чĕлхинчи "Холдус" /хăлтă/ сăмахран тухма пултарнă тесе шутлаççĕ /Фасмер словарĕ/. Чăваш сăмахлăхĕнче калтун — пурнăçа пăтратакан, пăсакан, çын çине ылхану яракан. Ку — усал калтун.
Чирлĕ çынна тухату туса, хăлтă пăрахса, вĕсем мĕнле выртнине пăхса ылхану тĕпне-çыххине тупса ăна салатакан. Чирлĕ çынна чиртен çăлакан. Ку — ырă калтун.
Калтунсем хăраса пулнă амак чирĕсенчен, усал сăмах, ылхан урлă пулнă чирсенчен çынна сыватнă.
Халĕ экстрасенесене калтун тесе калаççĕ.

Кĕлмĕç — авалхи чăваш тĕнне, йăла-йĕркери кĕлĕсене пĕлекен. /"Кĕлĕ ăсти" сăмаха пĕлтерет/. Мăчавар, юмçă, пĕлӳçĕ. Христос тĕнне йышăнсан кĕлмĕçсене шутран кăларнă. Килти ватăсем авалхи йăласене пăхăнса пурнăçа тытса пынăран кăна кĕлмĕç çинчен калакан ăнланусем халăхра сыхланса юлнă.

Киремет пуçĕ, сыхчи, хуралçи, хуçи — авалхи тĕне пăхăнса киремет вырăнне, кĕлĕ вырăнне пăхса пурăннă çын.
Ырă киремет — ырăсене асăнса кĕлĕ туса чӳклемелли вырăн.
Хаяр киремет — усалсене асăнса ылхан ямалли е ылханран тӳнтерле кĕлĕ туса, хура тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке чӳклемелли вырăн.
Виçĕ-çичĕ çул хушшинче киреметре аслă кĕлĕ ирттернĕ. 12, 13 уйăхлă çулталăксене уйăрса палăртнă.
Кашни киреметĕн хăйĕн хуçи, сыхчи пулнă. Вăл киремет лаптăкне пăхса, тасатса пурăннă. Унăн çурчĕ, хурал пӳрчĕ киремет тулашĕнче кăнтăр-хĕвел анăç енче ларнă.
XVIII ĕмĕрсенче Христос тĕнне пăхăнакансем киремет çурт-йĕрĕсене, лаптăкĕнчи юпа кӳлеписене çунтара-çунтара янă. Киремете пăхакансене хăратнă, вĕсене ятран-сумран кăларнă.

Куç пăвакан — 1. асамçă. Куç вăйĕпе çыннăн ăс-пуçне пăтратса унăн умне /пуçне/ тем тĕрлĕ курăмсем яракан. Ăсран пăсăлнă çынна чиртен сыватакан е курайман çынна куç пăвса хăратса ăсран пăсакан, тăнран кăларакан.
2. хальхи пек каласан гипнотизер, экстрасенс.
Хăйне йĕркеллĕ тытакан, ăс-тăнпа пурăнакан çынна куç пăвакансем çĕнтереймеççĕ, вĕсене пăхăнтараймаççĕ.

Мăчавар, мăчавур, мучавар — авалхи йăла-йĕркесене пĕлекен кĕлмĕç, пĕлӳçĕ. Иран чĕлхинче "муджевар", сăваплă çын. Кĕлмĕç /жрец/ тенине пĕлтерет.
Хисеплĕ çын, йăла-йĕркене тытса пыракан, кĕлĕ вулакан, чук йĕркисене пĕлекен. Халăхпа ирттерекен уявсенче хисеплĕ ватăсемпе пĕрле сăваплă кĕлĕсене калакан.
Пурнăçри, халăхри ырлăха ыйтакан. Çамрăксене пил паракан.

Пĕлĕмçĕ /"пĕлекен" сăмахран/ — пурнăçри пулăмсене, ĕç-пуç тумалли майсене, йăла-йĕркесене, юмах-сăмаха тытса пыма /çыхса-салтма/ пĕлекен. Сиксе тухан ыйтăва, инкек-синкеке кирлĕ хурав парса е кирлĕ ĕç тусă майлаштарса ирттерсе яма пĕлекен.
Халăхра пĕлӳçĕсене юмăç шайне хурса хакланă, чир-чĕртен сипленме пулăшакансем тенĕ.
Хальхи пек каласан, вĕсем хăй вăхăтĕнчи ăсчахсем пулнă, вĕсемех халăхри юрă-ташăри ăсчахсем, юмах-халап авторĕсем.

Сатăрçă /сăтăрçак/ — çынна сăтăр тăвакан. "Темĕн тĕрлĕ сăтăр пур, курайман çын сăтăрне çитни çук" /Н.И. Ашмарин, 11 том, 285 стр./ Усал тăвакансен ячĕсене пĕрлештерсе калакан ят сăмахĕ.

Тĕшмĕшçĕ — асамлă çын.
Тĕшмĕш пĕлмен, курăнман тĕнче çинчен /леш тĕнче çинчен/ калакан вĕрентӳ. Авалхи тĕрĕк чĕлхинче "тĕш" сăмахпа ыйăха, тĕлĕке /тĕшмĕрет/, ĕмĕтри е шухăшри курăма палăртнă.
Ăсчахсем "тĕшмĕш" суя ĕненӳ, пуçри пăтранчăк, тĕрĕс мар шухăш тесе çыраççĕ.
Чăваш сăмахлăхĕнче, ăнланăвĕнче — тĕшмĕшçĕ пулас пулăмăн, сиктерĕвĕн е улшăнăвăн пуçламăшне пĕлекенĕ. Асам майĕпе тухатса çав пулăма сиктерсе кăлараканĕ. Халăхра тĕшмĕшçĕсем çав асамлă тухатусене темиçе майпа /17 таран/ тăваççĕ тенĕ.
Тĕслĕхрен: сăмах /кĕлĕ/ каласа, вĕрсе-сурса, шыв сапса, куç пăвса, япала пăрахса, çил тăрăх, усен-тăран урлă тата ыт. те.
Вăхăт иртнĕçемĕн тĕшмĕш йăли, тĕшмĕшçĕсем пурнăçран тухса пыраççĕ.
Тухатмăш — калтун, асамçă, юмçă.
Тухату, пăтрату сăмахран тесе шутлаççĕ. /Араб чĕлхинче "дуьа" /туха/ — кĕлĕ тăваканĕ тенине пĕлтерет/. Тухатмăш япаласене пăтратса, çĕклесе пăрахса, вĕсем мĕнле выртни тăрăх, пулăм сăлтавне шырать.
Шай ярса, çиппе çыхнă йĕп çине çăкăр хытти чиксе, вăл сипленме пынă çын аллинче мĕнле сулланса çаврăннине пăхса инкекĕн сăлтавне шырать.
Кĕлĕ туса /сăмахсем каласа/, сипленме пынă çыннăн аллине тытса, унăн туйăмĕ тăрăх шар курнă çыннăн чир сăлтавне тупса сывлăх шанчăкĕ еннелле çавăрать.
Юмахра тухатмăш хăйне тĕрлĕ им-çам, сĕлĕм, çу-вар сĕрсе улшăнса тĕрлĕ чĕр-чун пулма пултарать /йытă е кушак, сысна е сурăх/ тесе каланă.
Кăмака умĕнче тыр-пул акса ӳстерсе, вырса, çапса-авăртса пăтă пĕçерсе çисе, мăрье витĕр /тĕнĕ витĕр/ вĕçсе тухса, уйăх таран вĕçсе улăхма, уйăха кăшласа çиме пултарать тенĕ.
Тухатмăшсем çимĕк каçĕнче мĕлке е шăпăр, е шалча çине ларса çăва /çичĕ çăва/ çине пуçтарăнаççĕ тенĕ. Унта вĕсем кама мĕнле сăтăр тумалли çинчен калаçса татăлаççĕ-мĕн.
Тухатмăшсенчен маларах ялта мĕнле те пулин сăтăр тусан вĕсем урăх яла вĕçсе каяççĕ тенĕ.
Çавăнпа çимĕк каçĕнче ялти ачасем, çамрăксем пĕр-пĕрне сăтăр тунă. Ку йăла паянхи кун та сыхланса юлнă. Ваттисем вĕсене уншăн вăрçмаççĕ. "Авалхи йăла хушмасть", — теççĕ.
Profile CardPM
  0/0  
ned
post May 6 2008, 15:04
Отправлено #3


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Тӳре, тӳреçĕ — тĕрĕслĕхе тупакан, тӳрре кăларакан. Авал тӳреçе ырă усал вырăнне хурса хакланă. Ăна кĕлĕ туса асăннă.
М.Федоровăн "Арçури" балладинчи Карчăк Микули: «Тӳр кĕллине тӳрлетме тиха тытса пусмалла», — тесе калать. Авал ялта, ăратра сиксе тухакан харкашусене ялти ватăсем, сăваплă çынсем е уйрăм тӳреçӳсем канашласа, сӳтсе явса тĕрĕслĕхе тупса татса панă. Çынсем пĕр-пĕрне асăрхаса пăхăнса пурăнччăр тесе вĕсене сăвапланма киреметре е кĕлĕ вырăнĕнче чӳк тума хушнă. Туреçĕ ял-йышри йĕркене пăхса тăраканĕ пулнă.

Чукçĕ — 1. чӳк йĕркине пĕлекен. Ытларах чӳк ирттерме халăх укçипе, пурлăхĕпе илнĕ выльăха, кайăк-кĕшĕке кĕлĕ сăмахĕсем каласа, янаварласа пусса /чиксе/ параканĕ.
Чӳкçĕ выльăха пуçĕпе хĕвел тухăç еннелле тăратать. Пусиччен кĕлĕ каласа ун çине шыв сапса е ун çинче çĕçĕ-пуртă шаккаса хăратать, силлентерет. Выльăх силленсен, унăн чунĕ ăна пăрахса тухать имĕш, выльăх чунсăр янавар пулса юлать тенĕ. Пуснă выльăхăн урисене тата хӳрине татман, пуç тирне сӳмен. Тирне шалча çине çыхса юпа çине тайăнтарса çакнă. Çынсем кайсан выльăх чунĕ çакăнта таврăнать, кайран кĕтĕве каять тесе шутланă.
Чӳкçĕ пуснă выльăхăн юнне ăçта мĕнле тумлатмаллине, салмаллине пĕлнĕ, çут çанталăк ыррисене, вучахри вут-йыш туррисене кĕтĕве, выльăхă упракан ырăсене какайăн хăш пайне асăнса памаллисене пĕлнĕ. Чӳкçĕ выльăха калпак тăхăнса пуснă.
Чӳкçĕ мăчаварпа, кĕлмĕçпе пĕрле чӳк туса ирттернĕ.
2. чӳк — çулталăкри халăхпа пĕрле ирттерекен кĕлĕсем, уявсем. Çурхи чӳксем — ака-суха чӳкĕ, /ака пăтти, ака сăри/; çуллахи чӳксем — ваттисене асăнни, çимĕк, çумăр чӳкĕ, хĕр аки, çинçе уявĕ/; кĕрхи чӳксем, /юпа уйăхĕ/, кĕрхи çимĕк, кĕрхи сăра; хĕллехи чӳксем — карта чӳкĕ, хĕрт-сурт пăтти /чӳкĕ/.
Карачун эрни, кун таврăнни, кăшарни, хĕллехи ĕçкĕсем.
3. чӳк вырăнĕ — пĕрле пуçтарăнса ирттерекен кĕлĕ вырăнĕ, Киремет карти, Чӳк лапамĕ.

Шай — 1. япаласен пĕр пек тытăмĕ, танлашăвĕ;
2. хускалмасăр тытăнса тăракан çакă;
3. çип-кантра çине çакнă йывăр капташка, ĕç хатĕрĕ. Платниксемпе виçевçĕсем усă кураççĕ. Тӳпепе çĕр кăвапи /умри тĕллев лаптăкĕн хĕреслĕхĕн вырăнĕ/ хушшинчи тӳрĕ тăрăма кăтартакан çакă;
4. юмăç, шай яраканĕсен тухату тумалли, тупсăм тупмалли ĕç хатĕрĕ.
Вĕсем хăйсен шайне тĕрлĕ япаларан асамласа хатĕрлеççĕ.
1. Çирĕп çип çине, хĕлĕх çине хĕреслесе çăкăр сăмси çыхса çакаççĕ.
2. Çип тăхăнтартнă йĕп çине çăкăр хыттине чиксе лартаççĕ.
3. Çип çине пысăк тӳме йăлаççĕ.
4. Йĕс кайăкне çакаççĕ /Авал шай яркăчне йĕсрен тунă/.
Икĕ кайăк пуçлă яркăча çип çине çыхса çакнă. Пĕр кайăкĕ ыррине, тепри усал пулăмне сăмсипе тĕртсе кăтартать тенĕ.

Шай яракан — шай тăрăх юмăç яракан, юмăç пăхакан. Шайне алăк умĕнче, пӳрт варринче /кăвапи тĕлĕнче, мачча айĕнче/, сакай алăкĕ, тĕнĕ шăтăкĕ тĕлĕнче ярса пăхнă. Шай янă çĕре хăлтăсем, япаласем пăрахнă. Вĕрсе-сурса юмăç кĕллин сăмахĕсене каланă. Хăш сăмахра шай çав япаласен тĕлĕнче улшăнса сулланнине е чарăннине пăхса инкек янă усалăн тупсăмĕ тупăнать тесе ĕненнĕ.
Юмăçа пынă çынна тĕшмĕшлесе юптарса каланă. "Шай çакна кăтартать, çапла тума хушать. Çапла тусан, çавăн чухлĕ укçа парсан инкек тухса каять" тесе ĕнентернĕ.

Шапатан — юмахри асамçă. Ашапатман çинчĕн вулăр.

Шенкерпи — юмçă /хĕрарăм/. Юмăçсен пуçлăхĕ. Ар, намăс йышши чирсене сиплекен, юмлакан. Юмахри сăнар. Юмахсенче ăна шапатан, ашапатман карчăкĕсем пулăшаççĕ.

Эмелçĕ — сиплевçĕ, юмăç, пĕлӳçĕ. Эмелпе, тĕрлĕ курăк сĕткенĕсемпе чирлĕ çынна сиплекен. /Арабсен "амал" ырă ĕç сăмахĕнчен/.

Эпи — йывăр çынсене ача çуратма пулăшакан. Эпи карчăкĕ, эпи арăм, эпи аппа. Авал ачасене ытларах мунчара е пӳртре çуратнă. Эпи арăмĕ /карчăкĕ/ çав вăхăтра йывăрланнă арăмпа юнашарах пулнă, çак кунсенче кирлĕ-пĕлнĕ таран ăна пулăшнă. Ача çуралсан кăвапине каснă, хыçне илнĕ. Виçĕ кунран кукамăшĕпе пĕрле ачине çунă, ят хунă. Килти йĕрĕхе чӳк тунă. Христос тĕнне йышăнсан ачана çиччĕмĕш кунра чиркӳре ят хурса тĕне кĕртеççĕ. Эпи карчăкĕ ача çураттарнă, çуратмалли арăмсен хушшинче пысăк хисепре пулнă. Ăна ялтан-яла лашапа илсе çӳренĕ.
Медицина пулăшăвă аталанса çитнĕ май вĕсем пурнăçран тухса пĕтнĕ.
Юмăç — çиплевçĕ, пĕлӳçĕ, вĕруçĕ, асамçă, тухатмăш тата ытти ятлă ăрăмçăсен е сăтăрçăсен ĕçне пĕлекен.
/Им-юм - сиплев, юм сăмахсене ăнлантăрать, юмлать — сиплет, чир, инкек сăлтавне шыранине пĕлтерет. Юмăç, юм ĕçне тăвакан/.
Ялти юмăç, таврари юмăç, паллă юмăç, суя юмăç, куçсăр юмăç, пурне те пĕлекен юмăç, ватă юмăç, юмăç карчăк, юмăç старик. Шай ярса пăхакан юмăç, ал тупанне пăхса калакан /яракан/ юмăç, карт ярса пăхакан юмăç тата ыттисем те.
Тĕлĕнмелле, юмăçсем паянхи кун та пурнăçран тухса пĕтмен. Иккĕленекенсем темшĕн вĕсен патне пулăшу шырама каяççĕ. Тен, ĕмĕтри тĕнчене шаннăран.
Халĕ вĕсене ытларах "сиплевçĕ", "гипнотизер", "экстрасенс" е урăхла ятпа асăнаççĕ.
Усă курнă литература
1. Ашмарин Н.И. Словарь чувашского языка. 17 том, I выпуск.
2. Егоров В.Г. Этимологический словарь чувашского языка. 1964 ç.
3. Наумов Н.Е. Языческие боги чуваш. Словарь. Машинописный сборник. 1987 ç.
4. Русско-чувашский словарь. 1971 ç.
5. Федоров М.Ф Арçури. 1978 ç.
6. Федотов М.Р. Этимологический словарь чувашского языка. 1996 ç.
7. Чăвашла-вырăсла словарь. 1982 ç.

http://сайт.ru/e/c482d%3180c483d0bcc3a...2d0b0d%3180c495
Profile CardPM
  0/0  
ned
post May 6 2008, 15:07
Отправлено #4


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Калтун — тухатмăш, асамçă. /Атăл тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ сăмах/.
Çывăх тухăçри авал пурăннă Халдей халăх ятĕнчен, венгр, грек чĕлхинчи "Холдус" /хăлтă/ сăмахран тухма пултарнă тесе шутлаççĕ /Фасмер словарĕ/. Чăваш сăмахлăхĕнче калтун — пурнăçа пăтратакан, пăсакан, çын çине ылхану яракан. Ку — усал калтун.
Чирлĕ çынна тухату туса, хăлтă пăрахса, вĕсем мĕнле выртнине пăхса ылхану тĕпне-çыххине тупса ăна салатакан. Чирлĕ çынна чиртен çăлакан. Ку — ырă калтун.
Калтунсем хăраса пулнă амак чирĕсенчен, усал сăмах, ылхан урлă пулнă чирсенчен çынна сыватнă.
Халĕ экстрасенесене калтун тесе калаççĕ.

калтун вырассен колдун самахран тухна пуль тесех шутлатап
Profile CardPM
  0/0  
Тимĕрке Митяй
post May 8 2008, 05:35
Отправлено #5


Продвинутый



Сообщений: 100



Цитата(ned @ May 6 2008, 18:07)

калтун вырассен колдун самахран тухна пуль тесех шутлатап
*


Ман шутпа, калтун вăл кĕл ту пекех илтĕнеть...
Profile CardPM
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения