3 Страницы  1 2 3 >  
Ответить Создать тему

Чăваш ячĕсем , чувашские имена

ned
post Apr 2 2008, 07:20
Отправлено #1


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Ку калаçава чăваш ячĕсем пирки уçас терĕм. Эпир вĕсене манса пĕтнĕ теме те пултаратпăр, питĕ сахал чăн чăваш ячĕсем пирĕн. Сăмахран тутарсене илсен, вĕсем пĕрртте çухатман хăйсен чăн ячĕсене. Эпир вара веçех вырăсланнă теме пулать, ман-мăн асаттесен ячĕсене маннă куранать.

Малтанлăха çак хайлава вырнаçтарам.
Цитата
Чăвашсен ячĕсем
(В.К.Магницкий кĕнеки тухнăранпа 100 çул çитрĕ)
Тăван халăхăмăрăн иртнĕ вăхăт сассиллĕ кун-çулĕ пирĕн канлĕх шырама пĕлмен асаттемĕрсенех кăсăклантарнă. Акă, илсе пăхăр-ха чăваш халăх сăмахлăхĕнчи катрам-катрам юмахсене, çухалнă ĕмĕтсемлĕ халапсене (аваллăх, паттăрлăх (улăп), халăхăн пулни-иртни, тĕрлĕ паллă вырăн ячĕсем çинчен калаканнисем), салху кунсемлĕ легендăсене, вăхăт инçечĕпе шурса-кăвакарса кайнă истори халапĕсене!
    «Истори преданийĕсенчен пĕринче, сăмахран, авалхи чăвашсем Хура тинĕспе инçетри тусен леш енчен килни, кайран монгол çарĕсем хĕснине пула вăрмансене тарса пĕтни, унта вырăнти йăх-ăрусемпе пĕрлешсе кайни çинчен каланă. Çакă пирĕн халăх пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ истори факчĕ» (В.Ф.Каховский. Чăвашсем. - Шупашкар, 1984, 24)
    Тăван халăх хăйĕн çак анлă та аслă тĕнчен сипетлĕ ыр шанчăкне пĕр хыпарсăр çухаласран пире сăмахлăхăмăрта ĕмĕрлĕхех парса хăварнă. Унăн шухăш-ĕмĕт, вĕрентӳ тата ăспару калчиллĕ жанрĕсем ăслăлăх ĕçченĕсене те, тавра пĕлӳçĕсене те, уйрăм çынсене те тăтăш шухăшлаттараççĕ, калаçтараççĕ, тавлаштараççĕ те. Пулас ăрусем вара ăна малашне те хăпартланса та хавхаланса тĕпченĕ пулĕччĕç.
    Аваллăхăн чĕнтĕрлĕ ĕлккенлĕхне куçкĕрет уçса кăтартакансен шутне чи малтан археологсене кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен истори пĕлĕвĕн шăнăрĕ чăннипех археологи (аваллăх, ĕлĕкхи халăхсем, вĕсен пурнăçĕпе йăлисем, культури çинчен авалхи тĕрлĕ япаласем тăрăх вĕрентекен наука) пулса тăрать. Вĕсем ятарласа чавса тупнă аваллăх хатĕрĕсем Çĕр çинчи халăхсен кун-çулĕн тапхăрĕсене сăнлаканнисем шутланаççĕ, археологипе культура сийĕсем пулса тăраççĕ. Çавсем çеç пĕр-пĕр халăхăн мăн аслашшĕсем миçемĕш ĕмĕрсенче мĕн-мĕн ĕçлесе пурăннине, вĕсемпе кулленхи пурнăç-ра епле усă курнине, вĕсен тĕнче курăмĕпе ăнла-нăвне, пурлăх культурин паллисёне яр-уççăн кăтартса пама пултараççĕ. Шел те, чăваш халăхĕпе çеç çыхăннă авалхи археологи палăкĕсем пирĕн сахал. Чăваш Республикин территорийĕнче «çавнашкал палăксем (пăлхар хулашĕсемпе ялĕсем, тăм е йывăç пӳрчĕсемпе хуралтисен юлашкисем, авалхи масарĕсем т. ыт. те) çĕре яхăн шутланаççĕ» (В.Ф.Каховский. Çавăнтах, 22 с).
    Кунсăр пуçне несĕлсен пурнăçне тĕпчесе пĕлме тăван чĕлхере те пуян, паха материал самаях тупма пулать. Уйрăмах вăл шута халăхра паянхи кунчченех упранакан пĕр-пĕр ял, шыв-шур, çырма-çатра çын-тавраш, киремет тата ытти тĕрлĕ паллă вырăнсен ячĕсем кĕреççĕ. Вĕсемпе çыхăннă историсемпе каларăшсем, тĕрлĕ сăнавсемпе асăрхаттарусем, халăх ăнлантарăвĕсемпе ĕненĕвĕсем темĕн чухлех тĕл пулаççĕ. Истори докуменчĕсенче, кун-çул çырăвĕсенче, çул çӳревçĕсен ĕçĕсенче XV ĕмĕрĕн 2-мĕш çурринчен пуçласа çав ятсен пĕчĕк пайĕ çырăнса юлма пуçланă. Вĕсенчен чылайăшĕ, ăруран ăрăва куçса пырса, тăван чĕлхере халĕ те упранать. Сăмах май, çавсене пуçтарса пирĕн чĕлхеçĕсем нумаях пулмасть уйрăм кĕнеке туса пичетлесе кăларни пушшех савăнтарать, ăслăлăх диссертацийĕсем малашне çине-çине пуласси пирки шантарать. Кĕнекин тулли ячĕ çапларах: «Прямой и инверсионный словари комонимов Казанской губернии. (Сост. С.В.Колесникова, Г.Е.Корнилов, А.А.Леонтьева. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2004. - 708 с.)». 1897 çулта ирттернĕ çырав материалĕсемпе усă курса Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ çынсем пурăнакан тĕрлĕ ял-сала ячĕсене тата вĕсемпе пĕрешкел кӳлĕпе юхан шыв тата шыв-шур ячĕсене кĕртнĕ кунта.
    Пайăр çын ячĕсен, вĕсен пулăвĕпе тăтăшлăхне, куллен усă кураслăхне кăтартнă ятарлă, «хулăм», пурне те тивĕçтерекен кĕнекесем пирĕн паянхи кунчченех çук. Чăваш халăх ăс-хакăлĕн хăйне евĕр ӳсĕм гормонĕсем пулма тивĕçлĕ вĕсем. Хамăрăн чăвашлăхăмăра тытса тăраканнисем — хальлĕхе сыхлавлăх çирĕп тымарĕсемлĕ тăван чĕлхемĕр, ĕлĕкрех чăн пулнă ятсемпе хушаматсем тата «çĕнелсе», «улшăнса», чи лайăххисене упрама пĕлмесĕр çĕнĕ ĕмĕрте манса пыракан йăла-йĕрке.

http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0b0d188d...495d181d0b5d0bc

Сообщение отредактировал ned - Apr 2 2008, 07:26
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 2 2008, 07:21
Отправлено #2


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



малалла...
Цитата
Ăспа ăнланăва çивĕчлетме пулăшакан ятсем пур-ши пирĕн. Пурнăç тивлечĕ е аттесемпе аннесем, тăван пĕтенсем пиллесе парнеленĕ ятсен сăн-сăпатне еплерех туятпăр, йĕркелетпĕр, тĕпчетпĕр эпир. Паян вара, тен, хамăр сисмесĕрех ытларах «модăллă» ятсем çине сăмаха куçаратпăр. Акă 60-70-меш çулсенче çак ятсем питĕ анлă сарăлнисем тата тăтăш тĕл пулаканнисем шутланнă: Александр, Алексей, Андрей, Дмитрий, Сергей; Елена, Ирина, Наталья, Ольга, Светлана, Татьяна. Çавна май арçынсен тата хĕрарăмсен ячĕсен списокĕ пушшех кĕскелсе-пĕчĕкленсе пынă. Мĕне тĕпе хурса панă-ха ятсене. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Çапах та çак йĕрке халĕ те модăна пăхăннипе ытларах аталанса пырать. Ялта та, хулара та халĕ шкул ачисен хушшинче кашни виççĕмĕш-тăваттăмĕш ача — Сергей — Çеруш; Алексей — Леша, Алеша; Дмитрий — Дима, Тимуш; Владимир — Володя, Вовик, Вова; Наталья — Наташа; Ольга — Оля; Ирина — Ира, Иркка, Урине тесе сайра хутра çеç калатпăр... Çакнашкал ятсем тăтăш тĕл пулни ашшĕ-амăшĕсем урăхларах ят шыраманнинчен нумай килет. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, аслашшĕсене е асламăшсене, кукашшĕ е кукамăшсене асăнса ача-сене ят хуракансен шучĕ халăхра чаксах пыма пултарать. Çав енчен илсен шăллăма мухтас килет. Атте çуралнă кун шăпах унăн ывăлĕ çуралнă. Вара вĕсем пĕр тавлашусăр ăна аслашшĕн ятне параççĕ - Порфирий, Порфишка тесе чĕнеççĕ. Ĕлĕкренех чăваш: «Сыпăкран сыпăка пултăр!» — тенĕ. Ытларах илемлĕрех, çав хушăрах пĕрешкел илтĕнекен ятсем шыранă пирĕн мăн асаттесем. Тĕслĕхрен, çу чăвашсен е тĕне кĕмен чăвашсен ашшĕ ячĕ А сасăпа пуçланнă пулсан, ачисене те çав сасăпах пуçланакан ятсене панă: Михай — ашшĕ, Микатĕк, Миките, Микалюк — ачисем. Альтюк — амăшĕ, Аксюк, Апаш — хĕрĕсем. Çакнашкал йĕрке пурри кӳршĕллĕ çармăссен те сисĕнет. Ку йăла тахçан «пĕр сулмакпа пĕрле утнă» пушкăртсен, казахсен тата ытти тĕрĕк халăхĕсен те пулнă.
    Ят хурасси тĕрлĕ çĕрти чăвашсен тĕрлĕрен пулса пынă. Архивра упранакан пĕр-икĕ тĕслĕх илсе пăхăпăр. Пĕрремĕшĕнче, 1870 çулсенче çырса илнĕскерĕнче, çапла калани тĕл пулать: «Ача çуралсан, пĕр 5-6 кун иртсен ăна ят хураççĕ. Ят хунă çĕре пур хурăнташсене тата ят хуракан эпи карчăка чĕнеççĕ. Çав ят хунă çĕрте чи кирлĕ япаласем. çаксем: çăкăр, чăкăт, шăрттан, çăмарта. Ят хурас умĕн чăкăтпа шăрттана вакласа пурин аллине тыттараççĕ, унтан вара кĕлле тăраççĕ. Кĕлĕ туса пĕтерсен сак çине ларса çав чăкăта, шăрттана çиеççĕ. Кайран вара çăмăлланнă арăм парне валеçет, эпи карчăкне кĕпе, ăна пулăшакан арăмсене сурпан парать. Тĕне кĕнĕ чăвашсем халĕ ĕнтĕ чăкăт пуçламаççĕ» (Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука архивĕ, I пай, 207 т., 77 л.). Тепĕр тĕслĕхĕ те ĕмĕр ахрăмне пирĕн куç умне каларса чăваш тĕнчин тĕлĕнтермĕшĕпе паллашма хистет: «Хăш-пĕр чăвашăн çемйинче ача-мĕн пурăнмасан, вара ачисен ятне пăстарса хураççĕ. Хам пелекен Никифор ятлă ачана Тăхтаман теççĕ. Тата тепри Васили ятлă. Ана вĕсем Юман теççĕ. Тата пуçне е мăйне мăкăль е çăпан вырăнĕ пулса юлсан, ана вара Минне теççĕ (Çавăнтах, I пай, 267 т., 176 л.). Паянчченех хăш-пĕр çын ялсенче икшер ятпа çӳрет. Вĕсен хушшинче тăтăшах Чĕкеç, Шăнкăрч, Кайкки тĕл пулать. Пĕчĕккĕ чухне пĕр ятпа, ар çулĕнче тепĕр ятпа çӳренĕ тĕслĕхсем те пур. Тĕпрен илсен, тĕне кĕмен чăвашсем те хăйсен ячĕсене сăлтавламан пулас. Вĕсем те, тĕнчери пур халăх пекех, кӳршĕллĕ халăхсен ячĕсемпе ытларах усă курнă. Вăл ятсен пĕтĕмĕшле шучĕ çук. Ытларах илемлĕ литература страницисем урлă çеç пĕлетпĕр эпир вĕсен сăн-сăпатне. Несĕлĕпе вăл ятсем чылайăшĕ тутар чĕлхинчен илнĕскерсем. Çыннăн чăн-чăн ятне калама юраман. «Ялта ятпа чĕнсен ятлать», - тенĕ халăхра. «Ашшĕ ячĕпе чĕнсессĕн чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ятĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ» (Чăваш тĕнчи. Чăваш халăх каларăшсем. В.П.Галошев пухса хатĕрленĕ. - Шупашкар, 2003, 134 с). Çын качча килсен те ятпа каламан. Кулленхи хутшăнура пĕрне-пĕри ăру-тăванлăх терминĕсемпе - асанне, кукамай, асатте, кукаçи, атте, анне, кин, ывăл, кĕрӳ, пуçана, пултăр, мамак, пăяхам... тесе чĕннĕ. Уйрăмах çакнашкал ăнлавсем тĕрĕк халăхĕсен анлă сарăлнă. Чăваш чĕлхинче вĕсем, Н.И.Егоров професоор каланă тăрăх, 200 яхăн. Шутлатăп та, çав аваллăх пирте халĕ те упранать иккен. Акă, писательсемпе поэтсем те, ытти пултарулăх çыннисем, тен, çавăнлах хăйсен чăн-чăн ятне пытарма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ псевдоним шыраса тупаççĕ.
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 2 2008, 07:22
Отправлено #3


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



вĕçлев...
Цитата
Тăван чĕлхемĕрĕн вĕçĕмсĕрлĕхĕпе авăрлăхĕ, курăмлăхĕпе паркалăхĕ, пиçĕлĕхĕпе тасалăхĕ, çирĕплĕхĕпе хăватлăхĕ, уçăмлăхĕпе хĕрӳлĕхĕ, тулăхлăхĕпе тĕпсĕрлĕхĕ, кăсăклăхĕпе усăллăхĕ...
    Çапла, сăлтавĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те ят хурасси тĕрлĕрен пулма пултарать. Тем çинчен те каласа параççĕ çын ячĕсем. Çын ячĕсем хăшĕсем çухалаççĕ, теприсем хушаматсенче сыхланса юлаççĕ, ăруран ăрăва куçаççĕ. Ĕмĕртен ĕмĕре куçакансем те пур.
    Чăвашлăх ăслăлăхĕнче куллен уса курмалли тепĕр паллă ĕç те пур пирĕн. Вăл тĕне кĕмен чăвашсен арçын ячĕсене пĕтĕмĕшле пухса пичетленĕ ятарлă кĕнеке. Ăна кăлараканĕ — чăвашсен революцичченхи паллă историкĕ, этнографĕ тата чĕлхеçи Василий Константинович Магницкий (1839-1901) пулнă.
    40 çул хушши В.К.Магницкий чăваш халăхĕн пурнăçĕпе йăли-йĕрки, историйĕ çинчен Хусанта тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче, кĕнекесен пуххисенче çĕршер статья çырса пичетленĕ. Анчах та чи паллăраххисем, вырăсла пичетленсе тухнă «Материалы к объяснению старой чувашской веры» (Хусан, 1881 çул) тата «Чувашские языческие имена» (Хусан, 1905 çул) кĕнекисем пулса тăраççĕ. Маларах асăннă тĕпчевĕнче В.Ф.Каховский пирвайхи ĕçĕ пирки çапларах каласа иртсе каять: «В.К.Магницкий чăвашсен христиан тĕнне йышăничченхи ячĕсене тĕпчесе çырнă ĕçĕнче, сăмахран, авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен кĕрсе юлнă 173 ăру (тавраш) ятне илсе кăтартнă» (çавăнтах, 25 с). Юлашки ĕçĕ пичетрен тухнăранпа вара кăçал шăпах 100 çул çитрĕ.
    Асăннă кĕнеке пичетленнĕренпе пĕр ĕмĕр иртрĕ пулин те, вăл чĕлхе пĕлĕвĕнчи, историпе этнографи тĕпчевĕсенчи пĕлтерĕшне паянхи кунччен те çухатман. Çак ĕçпе историксем, этнографсем, чĕлхеçĕсем хăйсен паянхи тĕпчевĕсенче час-часах усă кураççĕ. Ăна чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи В.Г.Егоров профессор та пысăка хурса хакланă. «Хусан кĕпĕрнин виçĕ уесĕнче пухса çырса илнĕ вунă пин те 587 ятран тăракан ĕç тăван халăхăн историне çутатса тĕпченĕ чухне пысăк пулăшу пама пултарать», — тенĕ вăл.
    И.А.Андреев профессор хăйĕн «Çын ячĕсем» кĕнекинче, мăн асаттесем пирки асăннă чухне, В.К.Магницкий ĕçне тишкермесĕр иртсе кайма пултарайман: «Вăл арçын ячĕсене шăпах документсем тăрăх пухнă, хăйĕн списокне те документсенче çырнă пекех кĕртнĕ. Вырăсла çырнă документсенче тиексем чăваш ячĕсене калаçура илтĕннĕ пек çырайман, чылайăшне вырăсла е тутарла май улăштарнă. Çавăнпа та документра çырни тăрăх авалхи ят епле илтĕннине нумай чухне пĕлме çук. В.К.Магницкий списокĕнчех акă Ахтибяк, Аюка, Баген, Байзув, Берзибяк, Дюта, Егон, Качалов, Килдыбяк, Килекитка, Обрис, Огитка ятсем пур. Вĕсен чăн-чăн сапачĕ пирки тем тĕрлĕ те шухăшлама пулать» (И.А. Андреев. Çын ячĕсем. - Шупашкар, 1983, 37-38 с).
    В.К.Магницкий çырса илнĕ арçын ячĕсем чăвашсен хушшинче XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче анлă сарăлнăскерсем пулнă. Автор вĕсене 1718-1722, 1782, 1795 çулсенче ирттернĕ çырав материалĕсенчен, чиркӳ докуменчĕсенчен çырса илнĕ. Анчах та вĕсем халăх хушшинчи сăн-сăпачĕпе документра çырăнни нумай чухне пĕрешкел пулман. Чиркӳ çыннисем тата вырăс тиекĕсем çав ятсене пăсса хăйсем манерлă çырса хунă. Çавăнпа та Актчум, Алмяк, Ахкуча, Бархак йышши ятсен малтанхи сăн-сăпатне туйса илме, пĕлтерĕшне ăнланма пире питех те йывăр. Вĕсен малтанхи пĕлтерĕшĕпе пулăвне М.Р.Федотов, Г.Е.Корнилов, Н.И.Егоров, И.А.Андреев профессорсен ятарлă кĕнекисемпе статйисенчен çеç пĕлме пулать.
    Çапах та асăннă кĕнекен паха енĕсене çак пĕчĕк тишкерӳре палăртса пĕтерме те хĕн. Уйрăмах В.К.Магницкий чăвашсен «таврашсем», «хушаматсем» çинчен çырса хăварнисем пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Вырăссен хушшинче анлă сарăлнă Менделеев, Тургенев, Милютин хушаматсем В.К.Магницкий ĕнентернĕ тăрăх, Менделей, Тургеней тата Милют тĕне кĕмен чăваш ячĕсенчен пулса кайнă. Çавăн пекех Патри, Сахват, Тинехви, Хветик, Хозан йышши арçын ячĕсем пĕр вăхăтрах тавраша та пĕлтернĕ. Çак халăх хушшинче анлă сарăлнă таврашсен ячĕпе уйрăмах ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне чĕнесси, палăртасси, пĕлесси паянхи кунчченех традицие кĕрсе тăсăлса пырать. Ялтисем, уйрăмах ваттисем, халĕ те пĕр-пĕрне «вăп Тяпан таврашĕ», «ку Сăмук таврашĕ», «çавă Шăпăр таврашĕнчен» тесе каланине кашни кун çĕршер хут та илтме тӳр килет.
    Пĕтĕмĕшле каласан, авалхи ятсен «Алфавитне» пухса хатĕрлесе В.К.Магницкий халăха валли питех те кирлĕ ĕç туса хăварнă. Паллах, вăл вăхăтра çырса илсе хăварнă ятсен формисене, варианчĕсене тĕрĕс палăртса шута илес пулсассăн, çитес вăхăтрах чăваш тĕпчевçисем вăл ятсен историйĕпе пулăвне туллин тупса палăртĕç. Вара чăвашсен аваллăхĕпе иртнĕ кун-çулĕн тупсăмне уçса кăтартма май паракан çершер çул истори тусанĕпе витĕннĕ çĕнĕ фактсем татах та чылай тупăнĕç.
Л. Атлай., Хыпар, 2005, раштав, 30.




Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 4 2008, 07:54
Отправлено #4


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Арçынсен ячĕсенчен мана питĕ Ар(ă)слан ят килешет, хĕрсен ячĕсенчен вара халлĕхе пĕлместĕп-ха. Эсир мĕнле ĕлĕкхи чăваш ячĕсене пĕлетĕр-килĕштеретĕр?
Profile CardPM
  0/0  
Delfin
post Apr 4 2008, 08:12
Отправлено #5


умничка



Сообщений: 23 959
Из: норки



Цитата(ned @ Apr 4 2008, 08:54)
хĕрсен ячĕсенчен вара халлĕхе пĕлместĕп-ха.
*

Сăпани (Степанида, Стеша)
всегда млела от этого имени, он какое то кроткое, послушное, милое и мудрое.

--------------------
Любовь уничтожает, а ненависть возвышает
Profile CardPM
  0/0  
Milli
post Apr 4 2008, 08:13
Отправлено #6


несовершенная



Сообщений: 21 476



Илемби, Саламби - очень красиво! smile.gif

--------------------
Всё будет хорошо! Я узнавала ©
Ищу Митрохиных из Шумерли
Profile CardPM
  0/0  
Delfin
post Apr 4 2008, 08:16
Отправлено #7


умничка



Сообщений: 23 959
Из: норки



Цитата(Milli @ Apr 4 2008, 09:13)
Илемби, Саламби
*

а не правильней будет Илемпи, Салампи?

Сообщение отредактировал Delfin - Apr 4 2008, 08:20

--------------------
Любовь уничтожает, а ненависть возвышает
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 4 2008, 08:29
Отправлено #8


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Цитата(Delfin @ Apr 4 2008, 08:16)
а не правильней будет Илемпи, Салампи?
*

Правильней, но звучат они действительно как Илемби, Саламби, т.к. по правилам чувашского языка, если глухие согласные стоят рядом с гласными, то они слышатся как звонкие согласные. Вроде так помню, а может ошибаюсь, буду рад, если поправят.

Сообщение отредактировал ned - Apr 4 2008, 08:30
Profile CardPM
  0/0  
Delfin
post Apr 4 2008, 08:37
Отправлено #9


умничка



Сообщений: 23 959
Из: норки



ned,
не, но с окончанием имени "би" так грубо. весь смысл "лика" приветливости и красоты теряется.

--------------------
Любовь уничтожает, а ненависть возвышает
Profile CardPM
  0/0  
Milli
post Apr 4 2008, 08:39
Отправлено #10


несовершенная



Сообщений: 21 476



Цитата(ned @ Apr 4 2008, 09:29)
Правильней, но звучат они действительно как Илемби, Саламби, т.к. по правилам чувашского языка, если глухие согласные стоят рядом с гласными, то они слышатся как звонкие согласные. Вроде так помню, а может ошибаюсь, буду рад, если поправят.
Звучат - как Илемби и Саламби, и в паспортах у барышень с такими именами, которых я знаю, записано так. Но на чувашском - да, - Илемпи, Салампи.

Еще вспомнила красивое имя - Сарпи (Сарби) smile.gif

--------------------
Всё будет хорошо! Я узнавала ©
Ищу Митрохиных из Шумерли
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 4 2008, 08:40
Отправлено #11


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Здесь представлены некоторые чувашские имена - http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0b0d1882...0b2d0b0d180c495
А вообще, по Магницкому, который одним из первых собрал и составил словарь чувашских имен, существует около 10 тыс. чувашских имен, огромная часть которых благополучна забыта вследствии христианизации и руссификации. Немногая часть хорошо сохранились за пределами нашей республики, так как многие сбегали от насильной христианизации и старались сохранить свою древнюю религию и традиции, ну и имена соответственно. Ну в чувашии в некоторых местах, куда не дошла христианизация, тоже частично сохранились.
Profile CardPM
  0/0  
ned
post Apr 4 2008, 08:44
Отправлено #12


аптраман тавраш



Сообщений: 10 774



Цитата(Delfin @ Apr 4 2008, 08:37)
ned,
не, но с окончанием имени "би" так грубо. весь смысл "лика" приветливости и красоты теряется.
*

Согласен, красота теряется. А так они на чувашском звучат так примерно, где то между "П" и "Б", это только в говоре можно понять, ну не придумывать же из-за них новые буквы.
Profile CardPM
  0/0  
Delfin
post Apr 4 2008, 08:49
Отправлено #13


умничка



Сообщений: 23 959
Из: норки



Праски (Паша) - женское имя

Сообщение отредактировал Delfin - Apr 4 2008, 09:37

--------------------
Любовь уничтожает, а ненависть возвышает
Profile CardPM
  0/0  
dmita
post Apr 4 2008, 09:34
Отправлено #14


Активный



Сообщений: 15 337
Из: Чебоксары



что-то я не поняла по ссылке об именах:
Чăваш ячĕсем (П) çинчен çырман. Не было имен на "П" что ли?
А типа Паттăр тоже не было?


--------------------
Экскурсии для групп школьников и взрослых, подбор автобусов, программ с музеями и хороших экскурсоводов. Тел. 36-25-65. Экскурсии из Чебоксар
Profile CardPM
  0/0  
Delfin
post Apr 4 2008, 09:38
Отправлено #15


умничка



Сообщений: 23 959
Из: норки



Цитата(dmita @ Apr 4 2008, 10:34)
Чăваш ячĕсем (П) çинчен çырман. Не было имен на "П" что ли?
А типа Паттăр тоже не было?
*

Паньки (Павел) мужское имя

--------------------
Любовь уничтожает, а ненависть возвышает
Profile CardPM
  0/0  

3 Страницы  1 2 3 >
ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения