Ответить Создать тему

Халăх юррисем , аса илер-ха

ned
post Sep 27 2007, 13:30 
Отправлено #1


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Шăнкрав курăкĕ.

Эс йĕретĕн-и, эс чĕтретĕн-и,
Ма салхуллă сан йăл-куллу
Шăнкрав курăкĕ, парне пултăр-и
Шăнкрав курăкĕ - уйрăлу,
Шăнкрав курăкĕ, парне пултăр-и
Шăнкрав курăкĕ - уйрăлу.

Утас çук урăх, чупас çук урăх,
Сывлăм сырăлнă сукмакпа
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урах тĕл пулас çук санпа
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урах тĕл пулас çук санпа.

Чăрăш авăнĕ, куккук авăтĕ,
Илĕртсе манми чăтлăха
Ӳкĕнĕссем çук, Ӳкĕтлĕссем çук,
Ĕмĕрхи хавас яшлăха
Ӳкĕнĕссем çук, Ӳкĕтлĕссем çук,
Ĕмĕрхи хавас яшлăха.

Кăмăлна хытар, куççульна пытар
Кирлĕ мар йĕме, кирлĕ мар.
Шăнкрав курăкĕ, парне пултăр-и
Шăнкрав курăкĕ, уйрăлар,
Шăнкрав курăкĕ, парне пултăр-и
Ална пар савни, уйрăлар.

çакăнтан - http://music.chuvash.org/Савал/053-Shankor...al%20ushkon.mp3

питĕ килĕшет çак юрра "çавал" ушкăн юрлани
Profile CardPM
  0/0  
эльф21
post Sep 27 2007, 19:38 
Отправлено #2


только я

Сообщений: 750



"Çăлкуç" питĕ килĕшет. Шадриков юрлатчĕ пулмалла.Шел,сăмахĕсене пĕлместĕп sad.gif

--------------------
Молодая, красивая, умная, сексуальная, готовить умею, голова не болит! Никого не ищу, просто хвастаюсь.
Profile CardPM
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения