Кипеч пирĕн чĕлхере «красота» сăмаха пĕлтерекен 40 сăмах шыраса тупнă иккен!
Хамăр та шыраса пăхар мар-и?
1. Хитре / Хитрелĕх
2. Илемлĕ / Илем / Илемлĕх (кусене хам аса илтĕм, малалла сăмахсара пăхам-ха...)
3. Ĕлккенлĕ / Ĕлккенлĕх
4. Иленкĕллĕ / Иленкĕ
5. Кĕрнеклĕ / Кĕрнек / Кĕрнеклĕх (кĕрнек кайăк аса килет)
6. Маттурлăх (??? сăмахсарта кун пек куçару пур... хĕр маттурлăхĕ — девичья красота)
7. Нар
8. Нĕрлĕ / Нĕр (ку тутăр сана нĕр кĕртет — этот платок красит тебя, тебе к лицу)
9. Сăпайлă (Хĕр сăпайĕ — девичья красота)
10. Хăтлă / Хăт (аккуратность, внешний вид, красота)
11. Хевте... (çапла пулас...)
12. Чечеклĕх (ку та хитрелĕхе пĕлтерет иккен)
13. Чечен / Чеченлĕх
14. Чипер / Чиперлĕх
15. Шеплĕх (Тум-тир шеплĕхĕ — изящество одежды)
16. Ятуллă (ятуллă каччă — красивый молодой человек)
17. Тетте
Ман 17 пулчĕ. Тен эсир тата та тупайратăр? Кипеч 40 таран тупнă!
--------------------