Акан 20-мĕшĕнче «Чăваш пики-2011» жюри членĕсем конкурс финалĕнче ăмăртакансене палăртрĕç. 19 хĕртен финала 12-шĕ лекрĕç. Финалистсене жюри ăмăртакансен пултарулăх хăйнеевĕрлĕхне, илемлĕхне, ташă тата сцена ăсталăхне кура суйланă.
Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕнчен килнĕ 17-25 çулти 12 пултаруллă чăваш чиперукĕ чăвашла чип-чипер калаçать.
Ăмăрту паян (ака, 22) «Mega-Galaxy» культурăпа кану центрĕнче вĕçленĕ. Сцена çинче илемлĕ номерсем кăтартнипе пĕрле хĕрсенчен чăваш халăхĕн историйпе йăли-йĕркине лайăх пĕлнине ыйтĕç. Халăх тумне илемлĕн тăхăнса, хăйсем пĕçернĕ чăвашла апат-çимĕçе тутантарса, ăнлантарса кăтартнă хыççăн тин жюри кăçалхи чăн-чăн Чăваш пикине палăртĕ.
http://chuvash.org/news/1470.html 16 сехетре пуçланать терĕç пулас, кайран 19 сехетре дискотека Аван-парти пулать терĕç кам та пулин каять-и?