Ответить Создать тему

Чĕмпĕр Енĕнче «Сарпике-2007» конкурс иртрĕ

ned
post Apr 10 2007, 15:42 
Отправлено #1


аптраман тавраш

Сообщений: 10 774



Цитата
Чĕмпĕр Енĕнче «Сарпике-2007» конкурс иртрĕ

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче область филармонийĕ саккăрмĕш хут Чĕмпĕр Енĕн чи пултаруллă пикисене кĕтсе илчĕ. Чиперккесен ăмăртăвĕн географийĕ сарăлни кăçал 14 пике сцена çине тухсанах курăнчĕ.
Унчченхи конкурссене хуларисемпе чaнлăсем ытларах хутшăнатчĕç пулсан кăçал ытти районсенчен килме кăмăл турĕç. Чи малтан сарпикесене УОЧНКА ертĕçи (вăлах жюри председателĕ) В.И. Сваев ырă сунчĕ.
– Пирĕн тăрăхра чи малтан пуçарнă конкурс Раççейри регонсенче пурăнакан чăвашсене хавхалантарчĕ. Чĕмпĕрсен сасси Мускавра та янăрать. Ăнăçусем сире, - терĕ Владимир Ильич.
Ульяновск область кĕпeрнаттăрĕн пулăшаканĕ Т.В.Сергеева сарпикесене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.
– Наци автономисенчен чăвашсен пĕрлĕхĕ хастар ĕçленине палăртнипе пĕрлех эпир иртнĕ çул Анна Буркина Раççейри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннипе мухтанатпăр. Унăн сăнĕллĕ календарь администрацири пур кабинетсенче те çакăнса тăрать. Паянхи конкурса хутшăнакансене пурне те çĕнтерме сунатăп. Телейлe çул сире, - пехиллерĕ Татьяна Владимировна.
Ачасен “Çăлкуç” ушкăнĕ (облаçри тăлăх ачасен çурчĕ, ертӳçи С.Н.Чернова) чăваш ташшипе уява пуçланă хыççăн пĕрремĕш тапхăрта хĕрсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç.

Утнă чух шыв пек юхатăн,
Акăшах эс, сарпике...

Çак сăвă йĕркисене А.Ырьят темиçе çул каялла Чĕмпĕр пикисене халалласа çырнăччĕ. Жюри вĕсен уттине, тыткаларăшне хак панă хыççăн паллашу тапхăрĕ пуçланчĕ. Чи малтан шăпа Ульяновск районĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ Женя Михайловăна тухрĕ. Каласа хăвармалла, ку районтан пĕрремĕш хут тăватă пике ăмăртăва хутшăнчĕ. Малтанхи хут “Сарпике” конкурса хутшăнакансенчен пĕри – Вешкайма районĕнчи Каркиел (Каргино) шкулĕнчи Варвара Ерофеева. Ашшĕ-амăш чĕлхипе калаçма йывăртарах ăна, çапах та Варя чăвашла юрлама юратать. Сасси çепĕç те янăравлă, чи пахи — тăван чĕлхене пĕлесшĕн çунни.
Cинкeл хĕрĕсем Анна Кирюшкинăпа Ирина Пузырникова юрă-ташăра, спортра маттур, шкулти пур уявсене хутшaнаççĕ.
– Эпĕ хамăр шкул президенчĕ, пур çĕрте те малта, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатăп. Чăваш халăхĕн пур ырă енĕсене, йaли-йĕркине, культурине упраса хăварассине тимлетĕп, – терĕ Уличе пики Ирина Пузырникова.
Педуниверситет студентки, чăваш çамрăкĕсен “Çăлкуç” ушкăн ертӳçи Мария Садилова хăюлăхĕпе асра юлчĕ. Чи çамрăк конкурсантка Кристина Волкова ташлама ăста, ӳкерме юратать. Кăçал педколледжа вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Культура училищинче вĕренекен Катя Лашманова — шăпчăк сасăллă юрăç. Тин çеç Шупашкарта иртнĕ “Кĕмĕл сасă” фестивале хутшăннă.
Сцена çине Чaнлă районĕнчен килнĕ хӳхĕм пикесем тухсан зал хĕрӳллĕн алă çупрĕ. Вĕсем конкурсăн пилĕк тапхăрĕнче те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Икĕ Лена — Чечуковăпа Серебрякова ташă ăсталăхĕпе, тыткаларăшĕпе, Лена Пондякова йaрăс пĕвĕпе, Лариса Карасева пăрчăкан пек уттипе тыткaнларĕç.
Чăвашсен паллă çыннисемпе уявĕсене пĕлессипе сарпикесен хуравĕсем жюрие тивĕçтереймерĕç. Уйрăмах тăван чĕлхене кружок, факультатив мелĕпе вĕренекенсемшĕн йывăрлăхсем пулчĕç. Малашне вĕрентӳçĕсен пикесене тĕплĕнрех хатĕрлесчĕ.
Пилĕк тапхăрта та кашниех мĕнпе-тĕр палăрма пултарчĕ. Паллах, жюрие чи хӳхĕммине, пултаруллине палăртма çăмăл мар. “Сарпике — 2007” конкурс çĕнтерӳçи — Елена Серебрякова (Чaнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш). Чăваш усламçисен “Эртел” ушкăнĕ çĕнтерӳçĕ валли ятарлă парне хатĕрленĕ. Виçĕ пинлĕх сертификата Ленăна Хула Думин председателĕн çумĕ П.К.Столяров пачĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Елена Чечукова (ылтăн хăлха çакки, Ирcел шкулĕ), виççĕмĕшĕнче — Ирина Пузырникова (ылтăн сулă (браслет), 10-мĕш класра вĕренекен).
– Тантăшăмсене çăмăл мар конкурсра хутшăнса çĕнтернĕшĕн саламлатăп. Пĕрремĕш вырăна пурте тухаймаççĕ, чи пахи – паян ентешсене савăнтарни, - терĕ “Раççей чăваш пики - 2006” çĕнтерӳçи Анна Буркина сарпикене кăшăл тăхăнтартнă май.
В.И.Сваев сарпикесене ăшшăн саламларĕ. Вунпĕр номинацире (“Ăсталăх”, “Йăл кулă”, “Ачашлăх”, “Хaюлăх”, “Пултарулăх” тата ыт. те) палăрнисене — Елена Пондяковăна , Лариса Карасевăна (Чaнлă районĕ, Ватă Тимĕрçен), Кристина Волковăна (Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкул), Мария Садиловăна (педуниверситет), Анна Кирюшкинăна (Cинкeл районă, Ялавaр), Катя Лашмановăна (культура училищи) тата Ульяновск районĕнчи Олеся Вилкинăна (Бирючевка), Елена Стефейкинăна (Унтaр лицейĕ), Женя Михайловăна (Аслă Ключище), Алиса Петровăна (Ишевке) жюри членĕсем дипломсемпе хаклă парнесем, кĕлчечексем парнелерĕç.
Сарпикесемпе пĕрле çамрăк юрaçсем те куракансене савăнтарчĕç. Настьaпа Катя Шумиловăсем, Дима Ахмеров, Силиса Мустаева, Марина Карамзина, Соня Хасанова юрă саламĕ илсе çитерчĕç.
Конкурса ирттерме хальхинче те ыр кăмăллă эртелçĕсем укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Уйрăмах Ульяновск Хула Думин председателĕн çумне П.К.Столярова тата “Эртел” хастарĕсене — Н.Г.Абрамова, А.А.Данилова, В.В.Крлыкова, Н.И.Тямина, В.А. Федорова, А.П.Альмяшкина, А.Н. Юманова тата Н. Еграшкина ӳнерçĕ (вăл сценăна илемлетнĕ) тав сaмахĕ каламалла.
Альбина СТЕПАНОВА, «Канаш» хаçат

http://chuvash.org/news/211.html
чĕмпĕр чăвашĕсем чăнкăрах пуль çав, пирĕн Шупашкарта та ун пеккине ирттереймеççĕ те wink.gif
Profile CardPM
  0/0  

ОтветитьTopic Options
1 чел. читают эту тему (1 Гостей и 0 Скрытых Пользователей)
0 Пользователей:
Быстрый ответ
Кнопки кодов
 Расширенный режим
 Нормальный режим
    Закрыть все тэги


Открытых тэгов: 
Введите сообщение
Смайлики
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
smilie  smilie  smilie  smilie  smilie 
         
Показать все

Опции сообщения