Начинает работу клуб для детей, родители которых хотят, чтобы их дети говорили по-чувашски.
Хисеплӗ тӑванӑмӑрсем,
Ҫитес шӑматкун эпир чӑваш ача-пӑчи клубне "пуҫлатпӑр". Унта шкула ҫӳремен (1 - 6 ҫулти) ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне йыхравлатпӑр. Клубра эпир ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттеретпӗр, юрӑ юрлатпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, ӳкерчӗк ӳкеретпӗр, пӗрмаях чӑвашла кӑна калаҫса. Паллах ӗнтӗ пушламӑшӗнче адаптаци тапхӑрӗ пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра кил-йышра чӑвашла калаҫсан та ача-пӑча питӗ хӑвӑрт вырӑс чӗлхине вӗренет. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех йӗри-тавра вырӑсла (телевизор, шкул, ача-пӑча пахчи, урамра, лавккасенче т.ыт.) Чӑваш чӗлхи хупӑ "лаптӑксенче" кӑна тӑрса юлать (ытларах кил-йышра кӑна), анчах та чӗлхе (шав шутра халӑх) пуласлӑхӗ пирӗн ачасенчен килет. Вӗсем чӑвашла калаҫма хӑнӑхмасан, вӗсем чӑвашла калаҫмӗҫ!
Ҫавӑнпа эпир сире пирӗн клуба килме сӗнетпӗр.
Хӑҫан: кашни шӑматкун 10.00 - 12.00 пухӑнӗ.
Ӑҫта: Шупашкар, Смирнов ур. 7 (Благовещенский мр-нӗ, Смирнов ур. 7, Язык для Успеха, ют чӗлхе шкулӗ)
Кам ертсе пырать: Николаева Пинеслу тата килекен ашшӗ-амӑшӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Хакӗ (тӑкаксене тавӑрма): хальлехе 150 тенкӗ (пӗр ачаран)
Ҫыхӑнмалли телефон: 7
89051987795 е 7
89373837757