Кибеч кĕнекисемпе кăшт паллашрăм, питĕ вăйлă çырнă хăш-пĕр япаласем пирки, сире те кăшт вулама сĕнсе пăхасшан.
Аван-и, çыравçăсем! Илемлĕ сăмах ăстисем, сисĕм-туйăм тимĕрçисем, тăван культура вучахне кăвайт хурса тăракансем. Аван-и, çыравçăсем, чĕлхе вăйне упракансем, кашни çыннах хăй хăш халăх ачи пулнине аса илтерсех тăракансем. Тавах сире, çыравçăсем, хĕрӳ çынсем, хăюллисем, пурнăç йĕрки çĕнелнĕ чух тĕрĕссине калакансем, ыттисенчен мала ӳксе çул кăтартса пыракансем. Тавах сире, çыравçăсем! Ырă çынсем, сумлă çынсем, мана хăвăр хушшăрта тăма ирĕк памар-ши?
|