Эх, Энтри Пасар, Энтри Пасар.
Ялу та, сан яту те паха.
Анчах "Андреево-Базары",
Мантăн-тăр историлле ятна?
Ытларикун та тухрĕ манăçа -
Çук вал кун тĕркешÿ ял çумĕнче.
Суту-илÿ кунне мансах-ши ...
Улшăнчĕ санăн мăнаçлăху?
Сентрÿсем авначчĕç тупрапа,
Выльăх-чĕрлĕх сас параччĕ унта,
Сутăçсем сĕнеччĕç юр-вара
(Хăйсем çитĕнтернĕ тавара).
Килетчĕç усламçĕсем тутартан,
Çармăсран та ... ытти тăрăхран ...
Анчах халĕ кур - "мĕн пульчĕ-ха?"
Ма шăпланчĕ сан пасар (пăхха)?
Мухтанма юлмарĕ санăн БРЕНД
Çампа "Ах!"- тееççе - "питĕ терт!"
Ма илĕртмеç Энри ялне Пасар?
- Экономикăна хăпартăр!
(Ун валли вăй патăр МĂН ПАСАР!)
Эх, Энтри Пасар, Энтри Пасар,
Ялна та, ятна та хăпартар!
Чăвашлан, Андреево-Базар -
Мăнаçлантăр сан авалхи ПАСАР.
--------------------
Я не зацикливаюсь на тех кто осуждает мою жизнь, и сам ничью не осуждаю. Никогда не вру (даже когда иным кажется). Напугать чем-либо меня невозможно. В чужом не нуждаюсь, а свое отберу у к-угодно. Считаю - каждый (по-своему) в этом бренном мире-сумасшедший